Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Ĕç пахалăхĕ ỹсет

о Чăвашпотребсоюза - 85 çул

Ĕç пахалăхĕ ỹсет

Райпо тытăмĕнче 61 лавкка 47-шĕ яллă вырăнта вырнаçнă, обществăлла апатлану предприятийĕсем - 9. Пурĕ 390 çын ĕçлет.
2005 çулхи виçĕ кварталта 4 миллион тенкĕ тупăш илнĕ.
Райпо хăйĕн пайщикĕсене тĕрлĕ пулăшу тата çăмăллăх парать.
Райпон аптека, парикмахерски, ветеринари аптеки те пысăк пĕлтерĕшлĕ. Çын унта япала туянма, курса калаçма, тĕл пулма çỹрет. Акă çакăнта палăрать те ĕнтĕ çыншăн ĕçлени.

2005 çулхи 10 уйăхра пĕтĕмĕшле ĕçсен калăпăшĕ 102 миллион та 284 пин тенкĕпе танлашнă. Таварçаврăнăшĕ - 72 миллион та 68 пин тенкĕ, вĕсенчен обществăлла апатланури кăтарту - 11 миллион та 227 пин тенкĕ. Обществăлла апатлану туса кăларакан продукци - 4 миллион та 914 пин тенкĕ.

Çăкăр-булка пахалăхне ỹстересси - тĕп вырăнта. "Вăрмарти çăкăр завочĕ" тата "Нива" тулли мар яваплă обществăсем 15 миллион та 793 пин тенкĕлĕх продукци туса кăларнă.

Вĕсенчен çăкăр завочĕ - 8 миллион та 886 пин тенкĕлĕх. Пурĕ çак вăхăтра çăкăр - 591, кăлпасси - 17,6, кондитер изделийĕсем - 67, кисель - 20 тонна, пылак шыв 62 пин те 890 декалитр туса кăларнă. Ял халăхĕн ыйтăвĕсемпе сĕнĕвĕсене шута илсе атă-пушмак, кил-çуртри техникăна юсассине те, çĕвĕ çĕлессине те, юлашки çула ăсатма кирлĕ таварсем сутассине те райпо ĕçченĕсем туса пыраççĕ. 204 пин тенкĕлĕх халăха тỹлевлĕ пулăшу панă. Райпо ĕçченĕсем хатĕрлев ĕçĕнче те хастар. 13 миллион та 136 пин тенкĕлĕх чĕр тавар пуçтарнă.

Çакна палăртма кăмăллă: 4 миллион ытла пулнă кредит парăмне те татма пултарчĕç. Сутмалли таварсене те тỹрех укçан тỹлесе илсе килеççĕ.

Ĕçлесе илнĕ тупăшпа лавккасене хăтлăх кĕртме, производствăна анлăлатма, оборудование çĕнетме усă кураççĕ. Ял лавккин сăн-сăпачĕпе те, ĕçлев хатĕрĕсемпе те паянхи пурнăçран юлмалла мар. Ăна хăтлăх кĕртесси те пысăк вырăнта. Çавна май чылай райпо лавккисене çут çанталăк ырлăхĕ кĕртнĕ. Çитес вăхăтра ку ĕç Кавал, Пысăк Енккасси лавккисенче те вĕçленмелле.

Кăçал лавккасенче 2 миллион тенкĕ ытла юсав ĕçĕсем пурнăçланă. Райпон кашни лавкки валли сивĕтмелли оборудовани илнĕ. 1 миллион та 800 пин тенкĕлĕх оборудовани туяннă.

Райпо лавккисене çĕнĕрен хута ярас ĕç те малалла пырать. Сăмах май, Кивĕ Мăнтăр лавкки унччен хупăннă пулсан, халĕ вăл вырăнти çынсене тĕрлĕ тата кирлĕ таварсемпе туллин тивĕçтерет. Тĕллевсем пысăк: çитес çул Чупай лавккине тĕпрен çĕнетмелле, поселокри Заводская урамри лавккана юсаса хута ямалла, çăкăр турттаракан автомашина, çăкăр завочĕ валли кăмака туянмалла тата ытти те.

Куратпăр, тумалли ĕçсем нумай. Анчах туслă коллектив мĕн палăртса хунине пурнăçлатех, мĕншĕн тесен райпон тĕп тĕллевĕ - халăх ыйтăвне тивĕçтересси.

З. ПАВЛОВА.



30 ноября 2005
00:00
Поделиться