Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Халăха - пулăшу

о Чăвашпотребсоюза - 85 çул

Халăха - пулăшу

Çулсерен лайăххисен йышĕнче пулма, ырă ята çсĕмсемпе, аталанупа çирĕплетсе пыма çăмăл мар. Потребкоопераци тытăмĕнче пушшех те. Паян райпо çак кăткăс лару-тăрура та хăй умне лартнă тĕллевсене пурнăçа кĕртме тăрăшать. "Малти вырăна - халăх ыйтăвне туллин тивĕçтересси, - тет райпо Совечĕн председателĕ К. НИКИТИН. Уйрăмах сĕт пухассипе палăрса тăраççĕ. Кăçалхи 10 уйăх пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх халăхран сĕт пухассипе Чăвашпотребсоюз райповĕсенчен иккĕмĕш вырăнта. Райпо ĕçченĕсем тунă çитĕнỹ Константин Владимировичшăн çуралнă кунне пысăк парне пулĕ.

Райпо ĕçĕ-хĕлĕ пирки вулаканăмăра каласа кăтартма уйрăмах кăмăллă. Мĕншĕн тетĕр-и? Вăл пĕр тикĕс ĕçлесе пыракан предприяти. Унăн ретĕнче 390 çын халăхшăн тăрăшать. Тĕрĕссипе каласан, çакăн пек йышлă организаци районта та пĕрре кăна.

Кăçал Раççейри потребкоопераци йĕркеленнĕренпе 85 çул çитнĕ пулсан, Вăрмар райповĕ вара 75 çул каялла çирĕп тымар янă.

Потребкооперацин пур отраслĕ те: суту-илỹ те, хатĕрлев ĕçĕ те, обществăлла апатлану та, социаллă ĕç-хĕл те ăнăçлă аталанса пырать.

Нумай отрасльлĕ хуçалăх пулнă май, райпо суту-илỹре кăна мар, халăха йăла пулăшăвĕ парас, производствăна аталантарас тĕлĕшпе те, хатĕрлевре те çĕнĕрен-çĕнĕ тивĕçĕсене хăй çине илет.

Пĕтĕмпе 61 лавкка, районта пурăнакансен ыйтăвĕсене тивĕçтерет, 42 лавккара хатĕрлев пункчĕ, вĕсенче халăхран сĕт пухаççĕ. Кăçал 10 уйăхра 1 пин те 613 тонна (8 миллион та 474 пин тенкĕлĕх) халăхран сĕт пухнă. Уйрăмах Хĕрлĕçырти (10 уйăхра халăхран 86 тонна ытла сĕт пуçтарнă), Тикашри (81 тонна), Кĕлкешри (74 тонна), Саруйĕнчи (71 тоннăна яхăн), Шăплатри (68 тонна) лавккасем пуçаруллă. Кăçал ăмăртăва кашни ĕнерен миçе килограмм сĕт пуçтарнине шута илсе пĕтĕмлетеççĕ. Ку енĕпе вара Çĕнĕ Мăнтăрсем (лавкка заведующийĕ А.Александрова) малта. Кашни ĕнерен кунта 1 пин те 231 килограмм сĕт пуçтарнă. Шутнерпуçсем (Ирина Федотова) иккĕмĕш вырăнта - 994 килограмм, Аялти Кинчерсем виççĕмĕш вырăнта - 986 килограмм, тăваттăмĕшсем - Кĕлкешсем - 909 килограмм, пиллĕкмĕшсем - Ыхраçырмасем - 879 килограмм (заведующийĕ Т.Львова, сутуçи - Л.Иванова).

- Ял хуçалăх продукцине вырăнтах йышăнни халăхшăн питĕ меллĕ, - тет К.Никитин. - Килти хуçалăхра туса илнĕ пахча çимĕçне, аш-какайне, сĕтне, ытти чĕр тавара сутма кашниех Хусан пасарне çити çỹреймест. Каяс пулсан та транспорт тăкакĕсем нумай. Çавăнпа райпо хатĕрлевçисемпе килĕштерсе ĕçлени лайăх тупăш кỹнине халăх ăнланать, пирĕнпе çыхăну тытать.

Лавккара сĕтшĕн куçаракан укçапа вара халăх хăйсене куллен кирлĕ таварсем туянать. Хаклă тавар туянакан та нумай. Ытларах стройматериалсемпе тивĕçтерме ыйтаççĕ /илсе килнĕшĕн транспорт укçи тỹлевсĕр/ е сĕтел-пукан туянаççĕ. Кĕскен каласан, хăвна мĕн кирлĕ, пĕтĕмпех илсе килсе параççĕ.

Пысăк япаласене - стройматериала, сĕтел-пукана, йăла техникине тỹрех укçа тỹлесе илме хаклăрах. Райпо кунта та ял халăхне çăмăллăх парать - тавара кредит мелĕпе çур çулта тỹлесе татмалла сутать.

Çакна палăртмалла: районта райпосăр пуçне урăх пĕр организаци те инçетри вырăнта вырнаçнă яла тавар турттармасть. Кăна эпĕ хам куçпа курса ĕнентĕм. Аякри ялсене - Пăртаса, Чĕкетуна, Атайкассине тата ыттисене те ятарласа райпо машини таварпа çỹрет. Хăш кун килессе те вырăнти халăх пĕлсе тăрать. Калăпăр, Пăртасра вăл кашни юнкун пулать. Хальхи вăхăтра кунта 20 яхăн çын пурăнать, ытларахăшĕ ватă çынсем. З.Алексеева, М.Николаева, Н.Никифорова, В.Шигилдеева, Т.Васильева, Р.Егорова тата ыттисем те райпо ĕçченĕсем яла пырса таварпа тивĕçтернĕшĕн питĕ кăмăллă. "Тавар турттаракан машинăна эпир кăмакари кукăле кĕтнĕ пекех кĕтетпĕр. Хĕллехи вăхăтра ял патне килсен тем пекех лайăхчĕ", - теççĕ вĕсем тавар туянма черет тăнă май.

"Пытарма кирлĕ мар, аякри пĕчĕк ялсенчи лавккасем тăкаклă, райцентрти пысăк лавккасене тĕрлĕ енлĕ аталантарса ĕçлеттерсе пынипе çеç çав тăкака саплаштаратпăр. Тепĕр çĕрте унашкаллисене хупса та лартаççĕ пулĕ. Эпир вара апла тăвас теместпĕр, паянхи ялăн социаллă пурнăçне лайăхлатас тĕлĕшпе пур хăватпа тăрăшатпăр. Инçетри ялсенче те тавара райцентрти лавккасенчи хакпах сутатпăр, çакăншăн пирĕнпе вĕсем кăмăллă. Районăн çĕнĕ пуçлăхĕ В.Кириллов малашне те райпона аталану çулĕпе пыма тĕрев парасса шанатпăр", - тет Константин Владимирович.

Социаллă пулăшăвăн ăс-хакăл, кăмăл-сипет енне те палăртмалла. Çакă лавккасенче чей ĕçмелли кĕтессем (вĕсем 27), халăх библиотекисем уçнинче (10), пултарулăх коллективĕсене, спортпа физкультурăна аталантарассинче те питĕ лайăх палăрать.

З. ПАВЛОВА.



30 ноября 2005
00:00
Поделиться