Обращение администрации Урмарского района в рамках Международного дня инвалидов
Хаклă янташăмăрсем, ырă çыннăмăрсем!
Раштав уйăхĕн 3-мĕшĕнче Пĕтĕм тĕнчери инвалидсен кунне паллă тăваççĕ. Ăна Пĕрлешнĕ Нацисен Организацийĕн Генеральнăй Ассамблейи Раççей сĕннипе 1992 çулта çулсерен палăртма йышăннă. Çакă, паллах, ахальтен мар ĕнтĕ: инвалидсен пурнăçĕнче татса паман ыйтусем те чылай.
Ку ĕçре Раççейĕн "Раççей Федерацийĕнче инвалидсене социаллă хỹтлĕх парасси" саккунĕ тĕп вырăн йышăнать. Инвалидсене çăмăллăхсемпе тивĕçтермешкĕн республика бюджетĕнче çулсерен укçа-тенкĕ уйăраççĕ. Çỹлте асăннă саккунра палăртнă мерăсене пурнăçа кĕртес енĕпе тĕллевлĕ ĕç туса ирттереççĕ, социаллă пулăшу паракан, инвалидсене протез тата ортопеди хатĕрĕсемпе тивĕçтерекен службăсен, учрежденисен тытăмне аталантарса пыраççĕ.
Инвалидсене социаллă хỹтлĕх парассипе, ачасене пурăнма тивĕçлĕ условисем туса хурассипе çыхăннă ыйтусем пирĕншĕн яланах чи малтан татса памалли ыйтусем.
Сире пурне те пĕтĕм чун-чĕререн пурнăçра вăй-хал, мал ĕмĕт, шанăç, ырлăх тата ытлăх-çитлĕх сунатпăр.