Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Çамрăксемшĕн тăрăшса

о Сывă пурнăç йĕркишĕн

Çамрăксемшĕн тăрăшса

Райадминистрацин физкультурăпа спорт, çамрăксемпе ĕçлекен пайĕ, Кивĕ Вăрмар ял администрацийĕ, ял çамрăкĕсем тăрăшнипе "Улăп" çамрăксен сывлăх центрĕ уçăлчĕ. Çак чаплă уява ЧР физкультура, спорт тата туризм министрĕн заместителĕ А.Яковлев, район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Кириллов, райадминистрацин представителĕсем, çак ялтан тухнă паллă спортсменсем, çамрăксем, шкул ачисем хутшăнчĕç. Ăна çамрăксен сывă пурнăç йĕркишĕн республикăри акципе килĕшỹллĕн йĕркеленĕ.

ЧР физкультура, спорт тата туризм министрĕн заместителĕ А.Яковлев, район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Кириллов хĕрлĕ хăю касрĕç. Фольклор ушкăнĕ "Мерчень" чаплă хăнасене çăкăр-тăварпа сăйларĕ. Унтан пурте "Улăп" çамрăксен сывлăх центрĕпе паллашрĕç. Кунта çамрăксен сывлăхĕсене çирĕплетмешкĕн пур спорт инвентарĕсем те çителĕклĕ. Вĕсенчен чылайăшне Кивĕ Вăрмарта çуралса ỹснĕ, Раççейĕпе чапа тухнă спортсменсем парнеленĕ. Ку ырă пулăм. Çак центр уçнă ятпа ялти культура çуртĕнче пысăк мероприяти иртрĕ. Ăна райадминистрацин физкультурăпа спорт, çамрăксемпе ĕçлекен пайĕн тĕп специалисчĕ И.Степанова уçрĕ. Чи малтанах район администрацийĕн пуçлăхне В.Кириллова сăмах пачĕ. Вячеслав Николаевич район, ял малашлăхĕ пултаруллă та маттур сывлăхлă çамрăксенче пулни, ЧР Президенчĕн Н.Федоровăн "Çамрăксен тата сывă пурнăç йĕркин çулталăкĕ" Указа ытти ялсенче те пурнăçа кĕртмелли çинчен палăртрĕ. "Улăп" çамрăксен сывлăх центрĕ ытти ялсемшĕн те ырă тĕслĕх пулмалла", - терĕ В.Кириллов. Кивĕ Вăрмар ял çамрăкĕсем хушшинче физкультурăпа спорт юхăмне аталантарнăшăн, ырă-сывă пурнăç йĕркине тытса пыма пулăшнăшăн çак ялта пурăнакан В.Васильева Тав çырăвĕ тата асăнмалăх парне пачĕ.

Çавăн пекех ЧР физкультура, спорт тата туризм министрĕн заместителĕ А.Яковлев, РФ Патшалăх Канашĕн П.Семеновăн пулăшуçи Д.Николаев, райадминистрацин вĕрентỹ пайĕн пуçлăхĕн ĕçĕсене вăхăтлăха туса пыраканĕ Ю.Соколов, "Урмарская" кайăк-кĕшĕк фабрикин пуçлăхĕ Н.Петров, райадминистрацин физкультурăпа спорт тата çамрăксемпе ĕçлекен пай начальникĕ Л.Уливанов, Михаил Архистратиг чиркĕвĕн настоятелĕ Владимир атте тата ытти яваплă çынсем тухса калаçрĕç, пултаруллă та маттур çамрăксене Хисеп грамотисемпе чысларĕç.

З. ПАВЛОВА.



07 декабря 2005
00:00
Поделиться