Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Çивĕч ыйтусем тавра: уйăхри укçа тỹлевĕ

о Хỹтлĕх

Çивĕч ыйтусем тавра: уйăхри укçа тỹлевĕ

2006 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен тытăнса Чăваш Республикинче пурăнакансемшĕн улшăнусем чылай пулĕç. Хỹтлĕх тытăмĕнче, акă, çĕнĕ çултан льготниксем социаллă пĕрлехи çул çỹрев билечĕпе усă курма тытăнĕç. Кунсăр пуçне çăмăллăхçăсем валли Чăваш Республикинче вăйра тăракан саккунсемпе килĕшỹллĕн социаллă пулăшу мерисен тĕп пайне уйăхри укçа тỹлевĕпе (ЕДВ - ежемесячные денежные выплаты) улăштарма палăртнă. Çапла 2006 çулхи январь уйăхĕнче республика пĕтĕмĕшле укçа-тенкĕ çине куçать. Тылра ĕçленисене тата ĕç ветеранĕсене, политика репрессийĕнче инкек тỹснисене, реабилитациленисене социаллă пулăшу парас тĕлĕшпе саккунсене улшăнусем кĕртнĕ. Çакă вăл халичченхи çăмăллăхсене укçа-тенкĕ тỹлевĕпе улăштарассипе çыхăннă. Реабилитациленисене тỹлевсĕр телефон лартса парасси, ĕç ветеранĕсене пурăнмалли çурт-йĕршĕн, коммуналлă пулăшушăн, çыхăну пулăшăвĕпе усă курнăшăн паракан (укçа компенсацийĕ) социаллă пулăшу сыхланса юлать. Уйăхри укçа тỹлевĕн йĕркине çăмăллăхçăсене тĕплĕнрех ăнлантарса парас тĕллевпе эпир райадминистрацин социаллă хỹтлĕх управленийĕн начальникĕнчен В.ИВАНОВРАН ыйтрăмăр.

- Владислав Федорович, уйăхри укçа тỹлевне илме камăн ирĕк пур?

- Регионти уйăхри укçа тỹлевне Чăваш Республикинче пурăнакан вăрçă çулĕсенчи тыл ĕçченĕсем, ĕç ветеранĕсем, реабилитациленĕ çынсемпе политика репрессийĕсене пула хур курнă тесе йышăннă çынсем, Чăваш Республикин законодательствипе килĕшỹллĕн уйăхри укçа тỹлевне илме ирĕк пур çынсем усă курма пултараççĕ.

- Енчен те çын пĕр вăхăтрах инвалид тата ĕç ветеранĕ пулсан, вăл уйăхри укçа тỹлевне икĕ хутчен - федераципе регионтине илме пултарать-и е çук?

- Федераци тата Чăваш Республикин законодательствисемпе килĕшỹллĕн ун пек чухне çăмăллăхçăн пĕрне çеç суйласа илме тивет: е федераци саккунĕпе, е Чăваш Республикин саккунĕпе. Радиаци витĕмне лекнĕ çынсемшĕн ку çăмăллăхсем сыхланса юлнă. Тĕслĕхрен, Чернобыльти аваринче инкек курнă çын, вăл çав вăхăтрах ĕç ветеранĕ е Чернобыльте хур курса инвалида тухнă пулсан уйăхри укçа тỹлевне икĕ сăлтавпа илме пултарать.

- Çăмăллăхçă пĕр вăхăтрах ĕç ветеранĕ тата вăрçă çулĕсенчи тыл ĕçченĕ пулсан, регионти уйăхри укçа тỹлевне мĕнлерех тỹлеççĕ-ши?

- Енчен те çыннăн регионти уйăхри укçа тỹлевне Чăваш Республикин саккунĕпе килĕшỹллĕн темиçе сăлтавпа илме ирĕк пур пулсан, тỹлевне вĕсенчен пĕрне кăна параççĕ - ăна гражданинăн хăйĕн суйласа илмелле.

- Уйăхри укçа тỹлевне тивĕçтерес тата тỹлес ĕç районта кам çине тиеннĕ?

- Ку ĕçе социаллă хỹтлĕх паракан органсем пурнăçлаççĕ.

В. ГУРЬЕВА калаçнă.



07 декабря 2005
00:00
Поделиться