Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Чупайĕнче - тĕслĕх библиотека

о Ялсен социаллă аталанăвĕ

Чупайĕнче - тĕслĕх библиотека
 
Чăваш Республикин Президенчĕн "Чăваш Республикинче модельлĕ (тĕслĕх) библиотекăсем йĕркелесси" çинчен Указĕ пирĕн районта пурнăçа кĕрсе пырать. Акă нумаях пулмасть Чупай ялĕнчи культура çуртĕнче тĕслĕх библиотека уçăлчĕ. Вăл районĕпе çиччĕмĕш шутланать. Чаплă уява ЧР Наци библиотекин ĕçченĕсем, райадминистрацин представителĕсем, районти тĕп библиотекăн специалисчĕсем, ял администрацийĕн пуçлăхĕ Е.Вавилова, Чупайри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкул ачисем, ял халăхĕ, ветерансем хутшăнчĕç. Ял администрацийĕн пуçлăхĕ Е.Вавилова уява уçрĕ, сăмах каларĕ. Унтан шкул ачисем "Кĕнеке тĕнчи" театрализациленĕ представлени кăтартрĕç. Эпĕ библиотека историйĕпе, халăха тивĕçтерекен çĕнĕ информаци ресурсĕсемпе тĕплĕн паллаштартăм. Тĕслĕх библиотека уçма пулăшнă Хусанти "Эвересттурбосервис" акционерлă хупă обществăн генеральнăй директорне В.Караваева, "Строитель" муниципаллă унитарлă предприятин директорне В.Лебедева, В.Енькова, О.Ильин, А.Тимофеев, С.Павлов, В.Кириллова предпринимательсене уйрăмах ырă сăмахсемпе палăртса хăварасшăн.
        Юлашкинчен уява хутшăннисем кĕнекесен выставкисемпе паллашрĕç.
 
В. ЛЕОНТЬЕВА,
библиотека заведующийĕ.



07 декабря 2005
00:00
Поделиться