Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Йăнăша каçарма пулать, анчах та

Йăнăша каçарма пулать, анчах та...

РФ Юстици министерствин Чăваш Республикинчи ятарлă инспекцийĕ Вăрмар районĕнчи суд приговорĕпе ĕçлесе юсанмалли тата условнăй майпа айăпланнă çынсене пăхса-тĕрĕслесе тăрать. Обществăран уйрăлмасăр юсанмалла тунă çынсене воспитани ĕçне туса пырасси, организацисем ĕç условийĕсем туса пынине тĕрĕслесси, ĕçпе тивĕçтерекен центр урлă вĕсене ĕçе вырнаçтарасси, çемьере тата обществăра хăйсене мĕнлерех тытнине пăхса тăрасси, саккунпа пăхса хăварнă ытти тĕрлĕ мероприятисем йĕркелесси пирĕн тĕп тĕллевсем пулса тăраççĕ.

Приговор илнисене инспекцие чĕнсе, вĕсемпе обществăран уйрăлмасăр юсанмаллине, тỹрĕ çул çине тухмаллине палăртатпăр, тепĕр преступлени тусан вĕсене мĕн кĕтни пирки аса илтеретпĕр. Çавăн пекех предприятисемпе организацисене, уйрăм çынсем пирки тивĕçлĕ мерăсем йышăнма ыйтса çырусемпе тухатпăр. Шел пулин те, хальлĕхе чăрмавсем те пулаççĕ-ха. Хăшĕ-пĕрисем обществăран уйрăлмасăр юсанмалла тунă çынсем çине алă сулаççĕ, вĕсемпе нимĕнле воспитани ĕçĕ те туса пымаççĕ. 10-12 çул каялла кăна-ха çакнашкал çынсене коллектив пухăвĕнче сỹтсе явнă, вĕсем кашнин куçĕ умĕнче пулнă.

Статистика кăтартăвĕсем тăрăх, преступленисене пĕр çынсемех тăваççĕ. Вĕсем пирĕн хушăрах пурăнаççĕ, тĕрĕслесе тăракан вара çук. Инспекци кăна хăй тĕллĕн судпа айăпланнă çынсене кирлĕ пек пăхса тăраймасть. Кунта ял администрацийĕсен пуçлăхĕсен, организаци руководителĕсен те пулăшу памалла. Тỹрĕ çултан пăрăннисем хăйсене мĕнлерех тытнине пăхса тăмалла, ĕçе вырнаçтармалла. Çавăн пекех руководительсем ку тĕлĕшпе туса ирттернĕ ĕçсем пирки коллектив пухăвĕсенче пăхса тухмалла. Ĕçлесе юсанмалла тата условнăй майпа айăпланнă çынсем патне ял администрацийĕн представителĕпе участокри инспекторăн çитмелле, вĕсем мĕнлерех пурăннипе интересленмелле, кирлĕ пулсан, çийĕнчех тивĕçлĕ мерăсем йышăнмалла. Çакнашкал мерăсем хыççăн, тен, малтан судпа айăпланнисем хушшинче тỹнтерле ĕç туса хурасси те сахалтарах пулĕ. Пирĕн çĕр-шыв политики - çынна хисеплекен политика. Çакна тĕрĕс ăнланса тỹрĕ çул çине тăма, юсанма пулăшаççĕ. Анчах айăпа кĕнĕ çынна тăтăшах пуçран шăлни те ырри патне илсе çитермест иккен. Шел пулин те, пирĕн инспекцире учетра тăракансем тепĕр хут преступлени çулĕ çине тăраççĕ. Айăплав срокĕнче хăшне-пĕрне ирĕкрен хăтарма тиврĕ, вĕсем 6 уйăхра 10 пулчĕç. Асăрхаттарсах калатăп: тĕрĕслев срокĕ пынă вăхăтра тата ĕçлесе юсанакан вăхăтра пĕрре айăпланнă çын икĕ хутчен е ытларах йĕркене пăссан регистрацие вăхăтра çỹремесен, ĕçре прогулсем тунăшăн, виçесĕр эрех-сăра ĕçсе йĕркене пăснăшăн, судра палăртнă тивĕçсене тỹрĕ кăмăлпа пурнăçламаншăн унăн тепĕр хут суд тенкелĕ çине ларма тивет. Шел пулин те, пирĕн патăрта ун пеккисем сахалах мар.

Чи кирли вăл - айăпа кĕнĕ çынна йĕркелĕхе пăснăшăн вăхăтра асăрхаттарни. Чăн та ĕнтĕ кун пек граждансене пирĕн инспекцине яланах тĕрĕслесе-асăрхаса тăма пĕртте çăмăл мар. Çавăнпа та эпĕ вулакансене пирĕнпе тачă çыхăну тытма ыйтасшăн. Çакă вăл айăпа кĕнĕ çынсене вăхăтра юсанма пулăшĕччĕ кăна.

Ю. ТАБАКОВ,
республикăри 14-мĕш
инспекцийĕн начальникĕ.


07 декабря 2005
00:00
Поделиться