Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Мĕнле пурăнатăн, ял хĕрарăмĕ?

о Канашлу

Мĕнле пурăнатăн, ял хĕрарăмĕ?

Хĕрарăмсен районти совечĕ кашни çулах пухăнса тĕрлĕ ыйтусене хускатать. Вĕсен калаçмалли, чуна ырттаракан проблемăсем пайтах. Ку хутĕнче вĕсем Пысăк Енккасси ялĕнче пуçтарăнчĕç.

Урам варри такăррине
Тухса курас терĕр-и?
Эпир мĕнле пурăннине
Килсе курас терĕр-и?

юрăпа кĕтсе илчĕ Пысăк Енккассинчи Культура çурчĕ çумĕнчи фольклор ушкăнĕ. Унăн руководителĕ Н.Гаврилов. Ăшă кăмăллă кĕтсе илни пурне те савăнтарчĕ. Чи малтанах хĕрарăмсен ал-ĕç ăсти выставки куçа илертрĕ. А.Яковлева. Л.Яковлева, Г.Петрова çак асамлă тĕрĕсене тĕрленĕ. Унтан модельлĕ библиотекăна, пĕтĕмĕшле практика врач офисне, ялти вăтам шкула, ача садне çитсе курчĕç. Ку ялта ĕçлеме ỹркенмен, çут çанталăка юратакан çынсем пурăнаççĕ. Вĕсен шутĕнче - хуçалăхра нумай çул ĕçлесе пенсие тухнă Т.Григорьева. Вăл пурăнакан кил-çурта çитсе курчĕç хĕрарăмсем. Кунта - чечексен чăн-чăн оранжейи. Малалла фольклор ушкăнĕ пĕчĕк концертпа савăнтарчĕ. Н.Калягина, П.Егорова, В.Петрова, З.Петрова, Н.Никонорова шăрантарнă юрăсем пурне те тыткăнларĕç.

Хĕрарăмсен районти совечĕн председателĕ Г.Петрова районти пултаруллă хĕрарăмсем çинчен ырă сăмахсем каларĕ, хăш-пĕр çитменлĕхсене пĕтересси пирки чарăнса тăчĕ.

Район администрацийĕн социаллă хỹтлĕх управленийĕн начальникĕ В.Иванов пенси çулне çитнисен тата вăрçăпа ĕç ветеранĕсен, инвалидсен çăмăллăхĕсене укçан тавăрса парасси пирки тĕплĕн ăнлантарчĕ.

Райадминистрацин вĕрентỹ пайĕн начальникĕн ĕçĕсене туса пыраканĕ Ю.Соколов хĕрарăмсен пархатарлă ĕçĕсем пирки чарăнса тăчĕ, фольклор ушкăнне хутшăнакан хĕрарăмсене хамăр ентеш Д.Егоров çырнă "Женщины матери земли Чувашской" кĕнекине парнерелĕ.

Район больницинчи ача-пăча врачĕ Т.Ларионова хĕрарăмсен сывлăхĕнчен ача еплерех çитĕнме пултарни пирки тата сывă пурнăç йĕркине тытса пымалли çинчен аса илтерчĕ.

Пысăк Енккасси ял администрацийĕн пуçлăхĕ А.Смирнов, библиотека заведующийĕ Н.Никонорова ял халăхĕпе алла-аллăн ĕçлесе пынин ĕçри опычĕсемпе паллаштарчĕç.

Район администрацийĕн культура пайĕн начальникĕ Т.Викторова Пысăкенккассисен ĕçĕ-хĕлĕпе кăмăллине палăртрĕ.

Канашлу пуриншĕн те усăллă иртрĕ. Ăна йĕркелеме райадминистрацин вĕрентỹ пайĕ, райпо, "Урмарская" кайăк-кĕшĕк фабрики (Ю.Соколов, К.Никитин, Н.Петров) çав тери пысăк пулăшу панă.

А. НИКОЛАЕВА.



07 декабря 2005
00:00
Поделиться