Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Малашлăх - çамрăксенче

о Ĕç тата çын

Малашлăх - çамрăксенче

14 - 18 çулхи çамрăксем ача-пăча та мар, ỹссе çитĕннисен шутне те вĕсене кĕртеймĕн. Çак тапхăра чи йывăрри тесе шутлаççĕ. Юлашки вăхăтра çамрăксем ытларах ĕç патне туртăннипе, ку енĕпе пуçарулăх, пултарулăх кăтартнипе палăраççĕ. Çакă тỹрремĕнех вĕсем ĕçпе тивĕçтерекен центр ирттерекен тĕрлĕ мероприятисене хутшăннинче лайăх курăнать. Çуллен центр ĕçченĕсем вĕренекенсен çуллахи каникулне усăллă ирттерес тесе тимлеççĕ. Çамрăксен тапса тăракан вăй-хăватне тĕрĕс юхăмпа ярса малалла аталантарас, вĕсен çуллахи канăвне усăллă йĕркелес, çак вăхăтрах сывлăхĕсене çирĕплетес, ĕçе хăнăхтарас тĕлĕшпе сахал мар ĕçлеççĕ. Вĕсене ĕç вырăнĕ тупса парас тĕлĕшпе çулсеренех центр вун-вун предприятисемпе, организацисемпе килĕшỹ тăвать. Тĕслĕхрен, кăçал çул çитмен 400 ачана ĕçе явăçтармашкăн центр ĕçченĕсем 20 килĕшỹ тунă. Çак шутран çул çитмен ачасен районти комиссинче учетра тăракан 18 ачана та ĕçпе тивĕçтернĕ. Ку, паллах, питĕ усăллă. Ачасем вĕренỹрен пушă тапхăрта е çуллахи каникулта тĕрлĕ ĕçе хутшăнни вĕсене профессин пуçламăш никĕсне илме, ĕç рынокĕнче конкурентлă пулма, хăйсем ĕçлесе илнĕ укçа-тенкĕпе вĕренỹ хатĕрĕ е çи-пуç туянма май туса парать. Кăçал çак ĕçсене пурнăçламашкăн федераллă бюджетран 144 пин тенкĕ укçа уйăрнă.

Л. МИШИНА,
районти ĕçпе тивĕçтерекен центрăн специалисчĕ.



07 декабря 2005
00:00
Поделиться