Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Паллă кунсемпе

Паллă кунсемпе

Куç курманнисен Пĕтĕм Раççейри обществăн Куславккари пуçламăш организацийĕ пирĕн районти членĕсемпе Амăшĕн кунне чысласа тата куç курманнисен кунĕ, Пĕтĕм тĕнчери инвалидсен кунĕ ячĕпе поселок администрацийĕн залĕнче тĕл пулу ирттерчĕ.

Паллă кунсен ячĕпе пухăннисене малтанах организаци председателĕ Е.Морева, Энĕшпуçĕнчи В.Криков инвалид саламларĕç.

Унтан районти тĕп библиотекăн ĕçченĕсем Аннесене халалланă литература вулавĕ ирттерчĕç, нумай сăвăсем, хайлавсем вуласа пачĕç, паллă çынсен манми сăмахĕсене илсе кăтартрĕç, тĕрлĕ картинăсемпе паллаштарчĕç. Çакна та каласа хăварас килет: библиотекăра ĕçлекенсем куç курманнисемпе кăçал иккĕмĕш хут тĕл пулчĕç.

Тĕл пулăва хутшăннисем пуçламăш организацин кулленхи ĕçĕ-хĕлĕпе кăсăкланчĕç, тĕрлĕ ыйтусене пăхса тухрĕç, отчетлă пухăва çитес çулхи январь уйăхĕн 26-мĕшĕнче ирттерме калаçса татăлчĕç, унта хутшăнма делегатсем суйларĕç. Пĕр-пĕринпе шăкăл-шăкăл калаçса тутлă чей ĕçрĕç, çак тĕл пулăва ирттерме ыркăмăллăх енĕпе пулăшу панă райпо совечĕн председательне К.Никитина тата "Урмарская" кайăк-кĕшĕк фабрикин директорне Н.Петрова тав сăмахĕсем каларĕç.

В. АНДРЕЕВ,
куç курманнисен ВОС членĕ.


07 декабря 2005
00:00
Поделиться