Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Ĕç шавĕ вăй илсе пырать

о Патшалăх Канашне янă Çыурупа хавхаланса

Ĕç шавĕ вăй илсе пырать

"Экономика ỹсĕмĕн тата халăхăн пурнăç шайĕн лайăхланăвĕн тĕп факторĕ вăл - эпир общество инфраструктурине аталантарас енĕпе тытса пыракан политика. Экономика аталанăвĕн чи кирлĕ ресурсĕ - çулсем", - тенĕ ЧР Президенчĕ Патшалăх Канашне янă Çырура.

Халăхăн пурнăç условийĕсене лайăхлатас, вĕсен ыйтăвĕсене май пур таран туллин тивĕçтерес тĕллевпе Н.Федоров Президент, ЧР Правительстви тĕллевлĕ ĕçлеççĕ. Ку енĕпе тĕрлĕ Программăсем вăя кĕрсе пыраççĕ. Акă, сăмахран, хальхи вăхăтра республикăри тĕрлĕ строительство организацийĕсен тата Вăрмарти çул-йĕрĕн юсавпа строительство управленийĕн ĕçченĕсем чукун çул урлă кĕпер тăвассипе çанă тавăрса вăй хураççĕ. Нумаях пулмасть пирĕн района ĕçлĕ визитпа килнĕ ЧР Хула строительствин тата общество инфраструктурин аталанăвĕн министрĕ В.Филатов кунти ĕç-хĕлпе тĕплĕн паллашрĕ.

З. ПАВЛОВА.



10 декабря 2005
00:00
Поделиться