Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Район - çĕнĕ бюджетпа

о Депутатсен Пухăвĕн ларăвĕнчен

Район - çĕнĕ бюджетпа

Кĕçнерникун райадминистрацин ларусен залĕнче район депутачĕсен тăваттăмĕш суйлаври виççĕмĕш ларăвĕ иртрĕ. Район пухăвĕн ĕçне райадминистрацин пайĕсен, поселок, ял администрацийĕсен, предприятисемпе организацисен ертỹçисем тата Вăрмар район пуçлăхĕ В.Кириллов хутшăннă.

Ларăва район депутачĕсен Пухăвĕн председателĕ Г.Тимофеев уçрĕ, кун йĕркинчи ыйтусемпе паллаштарчĕ.

Тĕп ыйту - Вăрмар районĕн 2006 çулхи бюджетне йышăнасси. Депутатсем умĕнче районти финанс пайĕн начальникĕ О.Васильев çĕнĕ çулхи бюджет проектне маларах бюджет, экономика, суту-илỹ, çĕр тата пурлăх комитетĕнче пăхса тухни, тĕрлĕ кăлтăксемпе çитменлĕхсене шута илни çинчен каласа пачĕ. Çитес çулхи бюджета депутатсем хĕрỹллĕн çỹтсе яврĕç. Ара, район бюджечĕн пысăк пайĕ республикăран килекен укçаран тăрать, ытти - хамăр пухаканни. Кашни пуса перекетлĕ усă курмалла-çке. Çавăнпа та Л.Лукин (Шăхаль округĕ), И.Иванов (Энĕшпуç округĕ), В.Нестеров (Вăрмар, 1-мĕш округ), В.Адюков (Кавал округĕ) депутатсен калаçăвĕсенче район бюджетне тупăш ытларах кĕртмелли çăл куçсем тупасси пирки пычĕ. Унтан районăн çĕнĕ 2006 çулхи бюджетне йышăнса хăварчĕç.

Малалла районăн кăçалхи бюджетне улшăнусем кĕртсе хăварчĕç, çавăн пекех районти бюджет процесĕ çинчен калакан положение çирĕплетрĕç.

Депутатсем умĕнче çĕнĕ 131-мĕш Раççей саккунĕпе килĕшỹллĕн тĕрлĕ формăлла пурлăха ял-хула поселенисем çине куçармалли йĕрке пирки райадминистрацин çĕр ресурсĕсемпе усă курас, çут çанталăка сыхлас енĕпе, муниципаллă пурлăхпа ĕçлекен пай пуçлăхĕ В.Муллин, районти тĕллевлĕ вĕрентỹ программине 2006-2010-мĕш çулсенче аталантарасси çинчен вĕрентỹ пайĕн пуçлăхĕн ĕçĕсене туса пыраканĕ Ю.Соколов тухса калаçрĕç.

Çавăн пекех депутатсен ларăвĕнче район прокурорĕ С.Павлов 2006-мĕш çулта çул çитмен ачасене право йĕркине пăсассинчен сыхлас, профилактика ĕçĕсем ирттерес, вĕсене ĕçе вырнаçтарас тĕлĕшпе ĕçлемелли çинче чарăнса тăчĕ.

Ларура çавăн пекех ытти ыйтусене пăхса тухса депутатсем тивĕçлĕ решенисем йышăнчĕç.

П. АЛЕКСЕЕВ.



10 декабря 2005
00:00
Поделиться