Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Суйлав ĕçĕсене пĕтĕмлетсе

Суйлав ĕçĕсене пĕтĕмлетсе

Районти тĕрлĕ шайри вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен суйлавĕсен хĕрỹ тапхăрĕ иртсе кайрĕ. Çак пысăк та тивĕçлĕ ĕçĕн пĕтĕмлетỹ вăхăчĕ те вĕçленсе пырать.

Нумаях пулмасть 12-мĕш суйлав комиссийĕ йыхравланипе Шупашкарта республикăри пĕтĕм районсенчи территори суйлав комиссийĕсен председателĕсемпе секретарĕсен семинар-канашлăвĕ иртрĕ.

Канашлăва Тĕп суйлав комиссийĕн председателĕ Л.Линик уçрĕ, вăлах ертсе пычĕ. Хăйĕн сăмахĕсенче Людмила Ниловна кашни районти вырăнти суйлав комиссийĕсем уйрăм йывăрлăхсене пăхмасăрах хăйсен ĕçне тирпейлĕ те тăрăшса туса пынине палăртса хăварчĕ, тав сăмахĕ каларĕ. Ун хыççăн суйлав Тĕп комиссийĕн секретарĕ А.Цветков сăмах илчĕ. Вăл республикăри суйлав ĕçĕн пĕтĕмлетĕвĕсемпе паллаштарчĕ.

"Паллах, ансат пулмарĕ. Кăткăс ыйтусем нумай килсе тухрĕç, анчах та çакăн пек пăтăрмахсене тĕрлĕ шайри суйлав комиссийĕсем вăхăтра татса пама тăрăшни палăрчĕ. Суйлав тивĕçлĕ шайра иртрĕ," - çак сăмахсемпе вĕçлерĕ Александр Иванович хăйĕн пĕтĕмлетĕвне.

Малалла кун йĕркипе республикăн территори суйлав комиссийĕсен суйлав ĕçĕсен пĕтĕмлетĕвĕсене итлерĕç. Çакна та асăнас килет. Питĕ тĕллевлĕ шухăшсем илсе кăтартнă В.Толматов "Хĕрлĕ ялав" хаçатри "Шухăшламалăх пур" статйинче.

Чăннипех те çак статьяра тăратнă ыйту: "Район пурнăçне тĕплĕн пĕлмесĕр çĕр-шыври тата тĕнче шайĕнче лару-тăрăва пур енлĕн ăнланса илме пулать-ши"? - суйлав кампанийĕ вăхăтĕнче уçăмлăнах палăрчĕ. Шухăшсем çавăн патнех илсе пыраççĕ - яваплă çынсен хăйсене кирлĕ хăш-пĕр ыйтусем çине хурав тупма район хаçачĕпе çывăх пулмаллах пек туйăнать.

Юлашкинчен çирĕппĕнех, пысăк шанчăкпах калас килет: тĕрлĕ шайри çĕнĕрен суйланнă пуçлăхсемпе депутатсем суйлавçăсен шанăçне, ĕненĕвне çỹллĕ шая хурса тивĕçлĕн пурнăçласа пырасчĕ.

В. ТЕПЛОВА,
Вăрмар территори суйлав
комиссийĕн секретарĕ.


10 декабря 2005
00:00
Поделиться