Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Тĕнче рекордсменĕ

о Санăн çыннусем, район

Тĕнче рекордсменĕ

Отставкăна тухсан, Анатолий Титович Захаров полковник пурăнма тăван яла, Кĕтеснере таврăнчĕ. Хăй вăхăтĕнче тĕнчипе чапа тухнă ентешĕн тава тивĕçлĕ ĕçĕсене нумайăшĕ паян кун та пĕлмеççĕ. Вăл чăннипех те пысăк хисепе çĕнсе илнĕ. Эпир унпа мухтанма, çав вăхăтрах ăна хисеплеме тивĕç. Паянхи çамрăк ăрушăн унăн мирлĕ ĕçри паттăрлăхĕ уйрăмах пысăк пĕлтерĕшлĕ. Çак кунсенче вăл хăйĕн çуралнă кунне паллă турĕ.

Эппин, тĕплĕнрех. 1947 çулта Анатолий Захаров вуннăмĕш класс пĕтерни çинчен алла аттестат илнĕ. 1949 çулта, хăйĕн ĕмĕтне пурнăçа кĕртес тесе, Балашовăри летчиксем хатĕрлекен авиаци училищине вĕренме каять. Мандат комиссийĕ ăна вĕренме илни çинчен пĕлтерсен, тем пекех савăнать çамрăк каччă, çунат хушнăн туйăнать ăна. Çак ырă хыпара çийĕнчех йăмраллă Кĕтеснер ялне, ашшĕпе амăшне çитерет.

Училищĕре тăрăшса вĕренет, ытти курсантсемшĕн ырă тĕслĕх пулса тăрать.

Вăхăт хăвăрт иртсе пынă. Часах вăл алла самолетпа вĕçме ирĕк паракан "путевка" илет. Малтан вăл Инçетри Хĕвелтухăçĕнче, Кăнтăрта, унтан Çурçĕрте службăра тăрать. Кирек ăçта та чăваш каччи хăйне пултаруллă тытать, пĕлĕвне куллен ỹстерсе пырать.

1958 çулта "Чайка" амфиби-самолетпа пĕрремĕш хут тĕнче рекордне тунă вĕсем. Кунĕ те, ятарласа тенĕ пекех, летчиксемшĕн пулнă.

"Вĕçме юрать!" - пĕлтернĕ синоптиксем. Рекорд тунине регистрацилемелли услови те куç умĕнчех. Юлашки хатĕрленỹ пуçланнă. Экипаж членĕсемпе вĕсен помощникĕсем хумханмасăр, пĕр кăлтăксăр ĕçленĕ: мĕн кирлине пурне те тунă, икĕ турбовинтлă двигательлĕ "Чайка" самолетăн пĕтĕм "чун-чĕрине" ăнланма тăрăшнă, унăн пĕтĕм вăй-хăватне тĕпченĕ. Çак самолет çине нумай груз тиесе хăвăрт вĕçме май пур-и? - шухăшланă вĕсем. Вĕçевре кам хăш вырăнта пулмаллине лайăх пĕлнĕ.

Камсем пулнă-ха Анатолий Захаровăн юлташĕсем? Вĕсем акă çаксем: карап командирĕ - пĕрремĕш класлă летчик, темиçе хутчен тĕнче рекордсменĕн ятне илнĕ спорт мастерĕ Андрей Сушко, штурман - Николай Москаленко тата бортрадист - Федор Могак, иккĕмĕш пилот - хăй Анатолий Захаров.

...Спорт комиссарĕсем груза тĕплĕн виçеççĕ. 1095,15 килограмм таять вăл. Унтан ăна карапăн уйрăм пỹлĕмне вырнаçтараççĕ те пичетлесе хураççĕ. Инженерсемпе техниксем системăсемпе агрегатсене юлашки хут тĕплĕн тĕрĕслесе тухаççĕ. Вĕçев заданине тишкереççĕ. Программа çапла: çĕр çинчен вĕçсе хăпармалла та палăртнă çуллĕшне çитмелле* вара Евпатори - Тамань -Евпатори маршрутпа вĕçмелле* самолета кайран шыв çине антарса лартмалла.

Палăртнă вăхăт тĕлне спорт судйисем хăйсен вырăнĕсене йышăнаççĕ.

11 сехет те 05 минут. "Чайка" тин çĕр çинчен вĕçсе хăпарать. Самолет старт линийĕ патне çитиччен темиçе минут маларах пĕлĕтсен юлашки ушкăнĕсем сирĕлсе каяççĕ. Самолет 1000 километрлă маршрутпа вăтамран кашни сехетре 526 километр хăвăртлăхпа вĕçсе тухать.

Анчах хăюллă, пултаруллă летчиксем çакăнпах лăпланса лармаççĕ. Вăхăт иртсе пынă май, вĕсем черетлĕ вĕçеве хатĕрленеççĕ, хăйсен рекордне çĕнетме шутлаççĕ.

- Хальхи вĕçевре карап командирĕ эсир пулатăр! - пĕлтернĕ пирĕн ентеше.

- Кирек мĕнле задание те пурнăçлама яланах хатĕр! - çирĕппĕн хуравланă Анатолий Титович.

Ку вĕçевре те груз йывăрăшĕ çавăн чухлех пулнă. Маршручĕ те çавах. Карап командирĕн креслине пĕрремĕш класлă летчик Анатолий Захаров йышăннă. Иккĕмĕш пилочĕ Анатолий Смирнов пулнă. Штурманпа борт-радист - çавсемех.

Самолет хальхинче шыв çийĕн вĕçсе хăпарнă. Ку хутĕнче 1000 километра татах та пысăкрах хăвăртлăхпа вĕçсе тухнă. "Кашни сехетре вăтам шутпа 536 километр вĕçнĕ", - пĕлтереççĕ спорт судйисем. Малтанхинчен те пысăкрах çитĕнỹ ку.

Ун хыççăн Захаров экипажĕ çĕнĕ вĕçеве хатĕрленет. Ку хутĕнче экипаж составĕнче пирĕн аслă Тăван çĕр-шывăн тĕрлĕ халăх представителĕсем пулнă: командирĕ - Анатолий Захаров чăваш, иккĕмĕш пилочĕ - Виктор Волчок - белорус, штурман - Роувен Воронов еврей, борт-радист - Владимир Спиридонов вырăс. "Туслăх экипажĕ" тесе ят параççĕ çак экипажа. Вĕсем самолет çине 5000 килограмм груз илеççĕ. Апла пулин те, амфиби - самолет 1000 километрлă маршрута вăтамран кашни сехетре 526 километр хăвăртлăхпа вĕçсе тухать. Тĕнчери çĕнĕ рекорд ку.

Вĕçевсенче тунă рекордсене çирĕплетме Пĕтĕм тĕнчери авиаци Федерацине Парижа ярса панă. Федераци тĕнчен çак рекорчĕсене пурне те çирĕплетнĕ. Çак виçĕ вĕçеври çитĕнỹсемшĕн Кĕтеснер чăвашĕ Анатолий Захаров икĕ пысăк тата пĕр пĕчĕк ылтăн медаль илме тивĕçлĕ пулнă.

СССР Министрсен Совечĕ çумĕнчи физкультурăпа спорт комитечĕ пултаруллă летчика Анатолий Титович Захаров подполковника "СССР спорт мастерĕ" ятне панă.

А. ХОВАНСКИЙ,
Раççей Журналисчĕсен
Союзĕн членĕ.



10 декабря 2005
00:00
Поделиться