Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Тинĕс пехотин юбилейĕнче

о Патриотизмла воспитании

Тинĕс пехотин юбилейĕнче

Ноябрĕн 27-мĕшĕнче Раççейре тинĕс пехотине йĕркеленĕренпе 300 çул çитрĕ. Юбилее паллă тума Чăваш Республикинчен тĕрлĕ вăхăтра "хура беретсем" пулнă ентешсем Мурманск облаçĕнче тăракан Хĕрлĕ ялавлă 61-мĕш тинĕс пехотин уйрăм Киркенесс бригадинче пулса чаплă мероприятисене хутшăнчĕç. Ентешсемшĕн ку иккĕллĕ уяв пулчĕ тесен те йăнăш пулмасть. Сăлтавĕ пур - 2005 çулхи кĕркунне Чăваш Республикинчи тинĕс пехотин ветеранĕсем регионсем хушшинчи "Тайфун" организацийĕн членĕсем пулса тăчĕç. Ку вăл - Пĕтĕм Раççейри 43-мĕш организаци. Делегацие Комсомольски районĕн каччи В.Павлов (вăл Чăваш Енри тинĕс пехотин ветеранĕсен обществин председателĕ) ертсе пычĕ. Пирĕн районтан унта председателĕн çумĕ В.Васильев (Кивĕ Вĕренер ялĕнче çуралнă), Пысăк Енккасси çынни А.Григорьев хутшăнчĕç. Вĕсем пурте асăннă подразделенире тĕрлĕ çулсенче хăйсен çар тивĕçне пурнăçланă.

В.Васильев каласа панинчен:

-1986 çулта çуркунне В.Павловпа пĕрле Канаш хулинчи республикăри призыв пунктĕнчен эпир малтанах Севастополь хули çывăхĕнче вырнаçнă "Сатурн" вĕрентỹ центрне çитрĕмĕр. Унта пире пĕтĕмĕшле çар вĕрентĕвĕсемсĕр пуçне, çырана десант антарма, водолаз костюмĕсемпе ишме, парашютпа сикме, инженери ĕçĕсене тума вĕрентрĕç.

1986 çулхи кĕркунне кĕреш чăваш каччисене Киркенесс бригадине куçарнă. Çакна та палăртма кăмăллă: бригадăн матросĕсемпе офицерĕсем çав çул Мускаври Хĕрлĕ площадьре ирттерекен парада хутшăннă. Çапла тăсăлнă ентешсен хĕсмечĕ. 1986 çултах пирĕн мухтавлă тинĕс пехотинецĕсем пуçласа Колгуев утравĕ çине парашютпа аннă. Ăçта-ăçта кăна пулма тỹр килмен пулĕ асăннă бригадăн çар служащийĕсене? Африкăри тĕрлĕ çĕр-шыв витĕр тухнă вĕсем. Чечен Республикинчи икĕ вăрçă кампанине хутшăннă бригадăн десантпа штурм батальонĕ. Тинĕс пехоти хăйсен çар тивĕçĕпе тỹремĕнех çыхăнман условисенче те паттăрлăхпа хастарлăх кăтартнă. Раççей Геройĕн ятне илнĕ 21 пехотинецран 10-шĕ 61-мĕш уйрăм Киркенесс бригадин воинĕсем.

Мурманск çĕрĕ çинче пирĕн делегацие Чăваш наци культурин автономийĕн хастарĕсем кĕтсе илнĕ. Сăмах май, унăн председателĕ - Валерий Анатольевич Гаврилов, пирĕн ентеш, Пысăк Енккасси чăвашĕ. Вăл экономика наукисен кандидачĕ, хăйĕн пурнăçне чăваш диаспорине аталантарассипе чылай çул ĕçлет. Хулапа паллашнă хыççăн ентешсем юбилейпе çыхăннă чаплă мероприятисене хутшăннă, ветерансемпе, çар çыннисемпе тĕл пулнă. Вымпелсемсĕр пуçне вĕсем "Раççейĕн тинĕс пехотине 300 çул" знаксене, В.Васильев Çур çĕр флочĕн командующийĕн приказĕпе килĕшỹллĕн юбилейлă медале тивĕçнĕ.

Çак мухтавлă бригадăра паян кунта пирĕн ентешсем службăра тăраççĕ. Десантпа штурм батальонĕ контракт çине куçнă. Унта халĕ 4 чăваш çамрăкĕ хăйсен çар тивĕçне пурнăçлать. Контрактпа службăра тăракансем хăтлă общежитире пурăнаççĕ. Çемьеллисене хваттерпе тивĕçтернĕ. Пĕр çул хушши службăра тăнă матрос уйăхсерен 15 пин тенкĕ шалу илет, взвод командирĕ - 23-25 пин тенкĕ. Кашни çур çултах пурне те çур çĕрте службăра тăнăшăн хушма тỹлев укçа параççĕ. Сывлăх тĕлĕшĕнчен юрăхлă çамрăксене тинĕс пехотин бригадинче яланах хапăл тăваççĕ.

В. ТОЛМАТОВ.



10 декабря 2005
00:00
Поделиться