Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Ĕçне кура - мухтавĕ

о Династи

Ĕçне кура - мухтавĕ

Тăван Чăваш Енĕмĕрте коопераци юхăмĕ XIX ĕмĕрте пуçарăнса кайнă. Потребительсен обществисем вара иртнĕ ĕмĕрти 20-мĕш çулсенче тулли хăватпа аталанма пуçланă. Нумай пулмасть-ха, чăваш кооператорĕсем Чăвашпотребсоюз 85 çул тултарнине анлăн паллă турĕç. Çакăнпа пĕрлех иртнĕ çул пирĕн райпо системинче вăй хуракансем те 75 çулхи юбилейне ĕçри çитĕнỹсемпе кĕтсе илсе уявларĕç. Райпо предприятийĕсен çитĕнĕвĕсем унти çынсен ĕçченлĕхĕпе тăрăшулăхĕнчен нумай килеççĕ. ТИМОФЕЕВСЕН тỹпи те кунта пĕчĕк мар, мĕншĕн тесен вĕсен ĕçĕ-хĕлĕ потребительсен кооперацийĕпе пĕр уйрăлми çыхăннă.

Кооператорсен çак династине Кивĕ Мăнтăрта 1918 çулхи сентябрĕн 25-мĕшĕнче çуралнă Людмила Тимофеевна Тимофеева пуçарса янă. 1940-мĕшĕнче Пысăк Енккассинчи шкулта 10 класс вĕренсе пĕтернĕ хыççăн çамрăк хĕрача тỹрех ĕçе кỹлĕнет. Çăмăл пулман çамрăкскере, тин кăна амăшĕ вĕсемпе яланлăхах сыв пуллашса çĕре кĕнĕ. Тĕрлĕ çĕрте вăй хунă хыççăн Л.Тимофеева 1960 çулхи декабрĕн 31-мĕшĕнче хăйсен ял лавккинче сутуçă пулса тăрăшма тытăнать, ял халăхне куллен кирлĕ таварсемпе тивĕçтерет. Ĕçре тăрăшулăх кăтартнăшăн ăна лавкка заведующийĕ пулса ĕçлеме çирĕплетеççĕ. Мĕн пенсие тухичченех Людмила Тимофеевна лавккара ĕçленĕ, халăх ыйтăвне тивĕçтерме тăрăшнă. Мăшăрĕпе - Василий Никитич Никитинпа 5 ача çитĕнтерсе пурнăç çулĕ çине кăларнă. Вĕсем - Валентина, Василий, Надежда, Любовь тата Илья. Ывăлĕ Василий, 1952 çулхи январĕн 2-мĕшĕнче çуралнăскер, шкул пĕтернĕ хыççăн салтак ретне тăриччен лавккара амăшне пулăшать, сутуçă пулса ĕçлет. Виççĕмĕш тĕпренчĕкĕ - Надя - 1954 çулта çуралнă. Шкул вĕренсе тухнă хыççăн райпон обществăлла апатлану хозрасчетлă пĕрлешĕвне повара пулăшаканĕ пулса ĕçлеме кĕнĕ. Çамрăк хĕре, ĕçе туртăннине кура, Кỹкеçри Чăвашпотребсоюз йĕркеленĕ поварсен курсне пĕлỹ пухма яраççĕ. Çак çулах вăл повар пулса ĕçлеме тытăнать, хăйĕн ĕçĕнче чунне парса вăй хурать. Хальхи вăхăтра Надежда Васильевна Г.Е.Егоров ячĕллĕ Вăрмарти вăтам шкулти столовăйĕнче тутлă та техĕмлĕ апат-çимĕç хатĕрлесе ачасене сăйлать. Ĕçтешĕсем, вĕрентекенсемпе вĕренекенсем хисеплеççĕ ăна, райпон Хисеп грамотисемпе хаклă парнисене сахал мар тивĕçнĕ сăпайлă хĕрарăм.

Любовь Васильевна - виççĕмĕш хĕрĕ - 1956 çулта çуралнă. 1973 çулта шкул вĕренсе тухнă. Шупашкарти бухгалтерипе шутлав шкулне вĕренме кĕрсе 10 уйăх ăс-тăн пухнă хыççăн района таврăнса райпон автобазинче бухгалтер пулса ĕçлеме тытăннă. Часах çамрăк пулас мăшăрĕпе - Леонид Кузьминпа паллашать. Леонид Ивановичпа Любовь Васильевна пĕр-пĕрне килĕштерсе 1977 çулта пĕрлешеççĕ, çирĕп çемье çавăраççĕ. Тепĕр çултан вĕсен хĕр ача - Надя - кун çути курать. Икĕ уйăхранах ларма-тăма пĕлмен хастар çамрăк ĕçе тухать. Малтан Чулкасри ваккăн суту-илỹ тăвакан пĕрлешỹ çумĕнче, унтан поселокри лавккасен бухгалтерĕ пулса вăй хурать. Производствăран уйрăлмасăр 1984-1986 çулсенче Шупашкарти коопераци техникумĕнче пĕлĕвне ỹстерет, лартнă тĕллевсене пурнăçлассишĕн çине тăрать. Ахальтен мар ĕнтĕ Л.Кузьмина 1998 çулта "Чăваш Республикин потребкоопераци ветеранĕ", 2003 çулта "Раççей потребкооперацийĕн ветеранĕ" хисеплĕ ятсене илме тивĕç пулнă, кунсăр пуçне райпон Хисеп грамотисене, хаклă парнисене тивĕçнĕ.

Любовь Васильевнăпа Леонид Иванович Кузьминсен виçĕ ачинчен аслă хĕрĕ - Надежда, амăшĕпе кукамăшне кура, ỹссе çитĕнсен кооператор пулма ĕмĕтленнĕ. 1978 çулта çуралнăскер, вăл, шкул хыççăн, 1995-1997 çулсенче шĕкĕр Шупашкарти коопераци техникумĕнче бухгалтер пулас тĕллевпе пĕлỹ пухать, 1999 çултан райпора ĕçлеме тытăнать. Çав хушăрах пĕлĕвĕпе опытне анлăлатас тĕлĕшпе хăйĕн профессипех коопераци институтĕнче аслă пĕлỹ илет, потребкоопераци предприятийĕсене аталантарассишĕн тỹпине хывать.

Ĕçĕ çăмăл мар пулсан та писме шутламаççĕ кооператорсем, мĕншĕн тесен вĕсемшĕн пĕрремĕш вырăнта - халăх ыйтăвне тивĕçтересси. Ĕçне кура - мухтавĕ те.

В. ГУРЬЕВА.



16 декабря 2005
00:00
Поделиться