Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Чи хăтлă çурт-йĕр

о Пахалăх

Чи хăтлă çурт-йĕр

Чăваш Республикин Хула строительствин тата общество инфраструктурин аталанăвĕн министерстви йĕркеленипе çулсерен республикăри "Чи лайăх çурт-йĕр" конкурс иртет. Ку хутĕнче те çак конкурса тĕрлĕ районсенчен уйрăм кил хуçалăхĕнче пурăнакансем йышлăн хутшăннă. Вĕсен йышĕнче пирĕн район çыннисем призлă вырăн çĕнсе илеймерĕç пулин те çитес çул малтисен ретĕнче пуласса шанатпăр, Чăваш Республикин Хула строительствин тата общество инфраструктурин аталанăвĕн министрĕн В.Филатовăн (вăлах жюри председателĕ пулнă) илемлĕ, хăтлă пахалăхлă çурт-йĕр хăпартас ĕçре ырă сăмахĕсене тивĕçрĕç. Министра уйрăмах Вăрмар поселокĕнчи Э.Грачев кил-çурчĕ хăйнеевĕрлĕхĕпе, илемлĕхĕпе, архитектура тĕлĕшĕнчен ыттисенчен уйрăмрах пулнипе килĕшнĕ.

"Э.Грачев çурт-йĕр хăпартас ĕçе питĕ тĕрĕс йĕркеленĕ. Çивиттине те лайăх витнĕ, карти те илемлĕ, кил-картишĕнче кашни япала хăй вырăнĕнче. Конкурса тăратнă питĕ пысăк кермен мар пулин те, ку çуртра пысăк çемье чиперех пурăнма пултарать. Унпа пĕрлех ăна тытса, пăхса тăрасси те хакла лармасть", - тенĕ В.Филатов министр. Çакна палăртма кăмăллă: Эдуардпа Ирина Грачевсен капмар çурчĕ хăйĕн илемĕпе тул енчен çеç мар, шал енчен те хăтлăхĕпе илĕртет. Кун пек çурт-йĕре ăста алăллă специалист кăна хăпартма пултарать. Çемье пуçлăхĕ строительство техникумĕнчен вĕренсе тухнă. Пухнă пĕлĕвне хăйсен çемйи валли çурт-йĕр çавăрнă çĕре хывнă. Халĕ вĕсем виççĕн: Эдуард, Ирина, Софья хĕрĕ çак юмахри пек пỹртре савăнса пурăнаççĕ, хăнасене те тараватлăн кĕтсе илеççĕ.

З. ПАВЛОВА.



16 декабря 2005
00:00
Поделиться