Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Мĕнле чăтнă-ши?

о Аслă Çĕнтерĕве - 60 çул

Мĕнле чăтнă-ши?

"Хĕрлĕ ялав" хаçатра пичетленĕ "Телей куççулĕ" хайлава вуларăм. Е.Ларионова çырнă ăна, вуласан куççулĕ юхса анать. Аннесене хĕрхенсе çыратăп эпĕ те хамăн хайлава.

Вăрçă çулĕсем... 1941 çулта пирĕн çемьерен те вăрçа виçĕ пичче тухса кайрĕç. Мускава хỹтĕленĕ вĕсем виççĕшĕ те. Михаил çар врачĕ, тин çеç Хусанти медицина институтне вĕренсе пĕтернĕскер, вăрçа кĕрсе кайнă. Волоколамск хули патĕнче аманнă салтаксене сипленĕ. Вĕсем, шартлама сивĕсене пăхмасăрах, палатăсенче пурăннă. Анчах кунта та фашистсен танкĕсем килсе тухнă. Пурте - врач-фельдшерсем те, аманнисем те, хĕç-пăшал тытма пултаракансем, фашистсене хирĕç çапăçма тухнă. М.Туртушов врач гранатăпа фашистсен пĕр танкне çĕмĕрнĕ, анчах хăйне те икĕ уринчен амантаççĕ.

"Военврач Михаил Туртушов был ранен в обе ноги, после чего он вскоре скончался", - тесе çырнă юлташĕсем пирĕн патне.

Çак çыруна эпĕ аннене, аттене вуласа патăм. Анне çавăнтах çĕре тĕшĕрĕлсе анчĕ, йĕме пуçларĕ. Ун сассине илтсе кỹршĕ хĕрарăмĕсем килсе тухрĕç. Аннене вилесрен çăлса хăварчĕç. Мĕн тăвăн ĕнтĕ? Анне ачасене çуратнă, ỹстернĕ, вĕрентсе кăларса çĕр-шыва юрăхлă çын пултăр тесе мĕн чухлĕ тăрăшнă, çĕрне-кунне пĕлмесĕр ĕçленĕ. Халĕ Мишша çут тĕнчере çук! Мĕнле чăтмалла çакă пысăк хуйхăна амăшĕпе ашшĕн? Ку çеç мар-ха. 1942 çулта тепĕр ывăлĕ Вениамин çинчен хыпар килет. Вăл Феодосия хули патĕнче çапăçса паттăрсен вилĕмĕпе вилет. Каллех мĕнле пысăк хуйхă? Каллех çĕре ỹксе йăваланса макăрма лекет амăшне. Ун ывăлĕ Вениамин чăвашсен паллă сăвăçĕ пулнă-çке, анне çинчен те ăна юратса сахал мар сăвă çырнă.

Унтан татах... Ывăлĕ Александр, Свердловск хулинче сăрт-ту институтĕнче инженера вĕренекенскер, фронта кайса Мускава хỹтĕленĕ. Аманса киле таврăннăскер, тепĕр хут фронта тухса каять. 1945 çулхи апрелĕн 9-мĕшĕнче Латвире çапăçса пуçне хунă. Аннен 3 ывăлĕ тăван çĕр-шывшăн пуçне хунă! Мĕнле чăтнă-ши унăн чĕри? Тен, тăваттăмĕш ывăлĕ Василий, вăрçă вутĕнчен сывă тухнăскер, унăн чĕрине хавас кỹнĕ-ши?

Пирĕн, Вениамин Туртуш ячĕллĕ урамра, вăрçă хăйĕн хурлăхне илсе килнĕ çемьесем нумай. Пирĕн урамра 8 кил çеç пулнă. Анчах вĕсенчен виçĕ килтен виçшер çын вăрçăран каялла таврăнайман. Туртушовсен, Акчуринсен, Сотниковсен виçшер ывăлĕ вăрçăра выртса юлнă. Мĕнле пултаруллă, лайăх çынсем пулнă вĕсем!

Пирĕн асрах Семен Акчурин, Иван Акчурин. Иван бригадирта ĕçлетчĕ, питĕ сăпайлă тытатчĕ хăйне. Пирĕн урамри Егор Адюков тата? Ачисене юрататчĕ, ĕçре те хастар пулнă. Ывăлĕ - Андрей. Вĕсем иккĕшĕ те Тăван çĕр-шыва сыхласа пуçĕсене хунă.

Ачисене вăхăтсăр вăрçа ăсатнисем нумай Кавал ялĕнче. Акă, Евгеньевсен пĕр çемьерен тăваттăн - Сергей, Иван, Егор, Николай - киле каялла таврăнайман. Адюков Хĕветерĕн - Ефрем, Иван, Михаил - таврăнайман. Тукмаковсем: Михаил, Петр, Самуил* Пайленсен: Федор, Михаил, Александр* Туймедовсен 3 ачи вилнĕ вăрçăра. Дмитриевсен виççĕн, Ивановсен виçĕ ачи вăрçă хирĕнче выртса юлнă.

Вĕсен, хальхи ветерансен пек, кăкăр тулли орден-медальсем пулман. Ман пиччесенчен Александрăн çеç Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕ, Василин "Хастарлăхшăн" медаль пурччĕ тата "Ворошиловский стрелок" значокĕ. Анчах вĕсем орден-медальсемшĕн мар, Тăван çĕр-шывшăн çапăçса пуçне хунă.

Паттăрсем хăйсен пурнăçне шеллемесĕр чаплă Çĕнтерỹ кунне çывăхлатнă. Чыс та мухтав вĕсене! Паттăрсен ячĕсене, ĕçĕсене эпир нихăçан та манмастпăр, чĕрере упратпăр.

В. ТУРТУШОВ,
обществăлла корреспондент.
Кавал ялĕ.



16 декабря 2005
00:00
Поделиться