Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Поздравление администрации Урмарского района с Днем энергетика

Энергетика службин хисеплĕ ĕçченĕсемпе ветеранĕсем!
 
Вăрмар район администрацийĕ сире професси уявĕпе - Энергетик кунĕ ячĕпе ăшшăн саламлать.
Эсир тỹрĕ кăмăлпа ĕçленипе районти предприятисене, организацисене, учрежденисене, хуçалăхсене, халăха электричество вăйĕпе пĕр тикĕс тивĕçтерсе тăратăр. Энергетика комплексĕн ĕçченĕсем малашне те хăйсен тĕллевĕсене ăнăçлă пурнăçласа пырасса шанатпăр.
Сире пурне те тỹрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн тав тăватпăр, çăмăл мар ĕçре ăнăçу, çирĕп сывлăх, çемьере килĕшỹ сунатпăр.
 
Вăрмар район пуçлăхĕ -
Вăрмар район администрацийĕн
пуçлăхĕ                                            В.Н. Кириллов


16 декабря 2005
00:00
Поделиться
;