Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Ял хуçалăх аталанăвĕ

о Семинар-канашлу

Ял хуçалăх аталанăвĕ

Агропромышленность комплексĕн отраслĕнче наци проектне пурнăçа кĕртес тĕллевпе Чăваш Республикин ял хуçалăх министерстви "Чăваш Ен АПК аталанăвĕ" ятарлă программа хатĕрленĕ. Республикăра выльăх-чĕрлĕх отраслĕнче, уйрăмах ĕне выльăх, сысна аш-какайĕ туса илесси япăхланса пырать. Çавăнпах пулĕ пирĕн районта республикăри пур ял хуçалăх специалисчĕсемпе тата ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕсем, ял хуçалăх министерствин специалисчĕсем тата Чăваш Республикин патшалăх ветеринари службин ĕçченĕсем, çавăн пекех агропромышленность комплексĕнчи организацисен представителĕсем пуçтарăнса семинар-канашлу ирттерчĕç. Канашлăва Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕ - ял хуçалăх министрĕ М.Игнатьев хутшăнчĕ. Чи малтанах ĕçлĕ çынсем икĕ ушкăна пайланса Арапуçне çул тытрĕç. Çак хуçалăха суйласа илни ахальтен пулмарĕ ĕнтĕ - "Арабоси" агрофирма районта малта пыракан хуçалăхсенчен пĕри. Кунта сыснасене те, ĕнесене те халичченхи пек мар, ют çĕр-шывсен меслечĕпе çитĕнтереççĕ. Çапла ĕçлеме хăнăхса пыни çитĕнỹ çулĕ çине тăма май панине туйса илме пуçланă Арапуçсем. Урăхла каласан, хуçалăх касси самай пуянланнă. Арапуçсен ĕçĕ-хĕлĕпе, опычĕпе кăмăлласах паллашрĕç семинар-канашлăва хутшăннисем. Выльăх-чĕрлĕх отраслĕнче вăй хуракансем Арапуçсем пек ĕçлес пулсан мĕн чухлĕ вăй-хал, тỹсĕмлĕх кирлине пĕрре пăхсах ăнланчĕç пулĕ. Пĕр-пĕринпе пăшăл-пăшăл туса тĕрлĕ ыйтусем пачĕç, пуринпе те интересленчĕç, хăшĕ-пĕрисем тавлашса та илчĕç. Пурне те курса пĕтерсен районти культурăпа кану центрĕнче семинар-канашлăвăн теори пайĕпе малалла ĕçлерĕç. Унта чи малтан ял хуçалăх министрĕ М.Игнатьев тухса калаçрĕ. "Раççей Правительстви выльăх-чĕрлĕх ĕрчетессине, уйрăмах ăратлăхне лайăхлатассине тĕп вырăна хурать. Ăратлă выльăх туянма хуçалăхсем лизинг мелĕпе усă курма пултараççĕ. Çак майпа нумай ял хуçалăх предприятийĕсем çĕнĕ техника та туянчĕç. Техникăсăр выльăх-чĕрлĕх валли ытлă-çитлĕ утă-улăм, хутăш апат хатĕрлеме йывăр. Апла пулсан, вĕсене çитĕнтерсе тупăш илесси çинчен ĕмĕтленмелли те çук. Наци проекчĕн программинче агропромышленность комплексĕнчи хуçалăха тытса пымалли пĕчĕк фермăсене малалла аталантарма палăртнă. Юлашки вăхăтра килти хушма хуçалăх тытакансем, фермер (хресчен) хуçалăхĕсем пĕрлешỹллĕ хуçалăхсемпе танлаштарсан, продукци чылай нумайрах туса илеççĕ. Вĕсене патшалăх пур енлĕн пулăшма тăрăшать", - терĕ Михаил Васильевич.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Кириллов семинар-канашлăва хутшăннисене кĕскен районăн социаллă-экономикăлла аталанăвĕпе паллаштарчĕ, пирĕн района килсе курнăшăн тав турĕ. "Арабоси" агрофирма пуçлăхĕ Г.Тимофеев хăйсен ĕç опычĕпе паллаштарчĕ. "Ĕçре чи кирли - йывăрлăхсене çĕнтерсе пырасси тата пĕр-пĕрне ăнланни", - терĕ. Тухса калаçакансем чылаййăн пулчĕç. Тĕрлĕ ыйтусемпе интересленчĕç.

Выльăх-чĕрлĕх ĕрчетнĕ çĕрте кредит ресурсĕсемпе анлăрах усă курни пысăк пĕлтерĕшлĕ тесе палăртрĕç семинар-канашлăва хутшăннисем. "Тăрăшакансем майне тупаççĕ", - текен шухăш çуралчĕ.

А. НИКОЛАЕВА.



16 декабря 2005
00:00
Поделиться