Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Халăх ырлăхĕшĕн

о Интервью

Халăх ырлăхĕшĕн

РФ Перекет банкĕн Çĕрпỹри уйрăмĕн хушма офисĕн коллективĕ кăçалхи çула начар мар кăтартусемпе вĕçлет. Унăн ĕçĕ-хĕлĕпе тĕплĕнрех паллашас тĕллевпе пирĕн корреспондент С.ХАРИТОНОВ заведующипе тĕл пулса калаçнă.

- Сергей Николаевич, халăхшăн тăрăшса, вĕсене меллĕрех пултăр тесе, эсир ĕç йĕркине улăштартăр. Унпа тĕплĕнрех паллаштармăр-ши?

- Ку чăнахах та çапла. Халĕ эпир кашни эрнерех тунтикунтан пуçласа шăматкун таранах ирхине 8 сехетрен пуçласа каçхине 19 сехетчен апат вăхăчĕсĕр ĕçлетпĕр. Çавăн пекех вырсарникун та клиентсене апат вăхăчĕсĕр ирхине 8 сехетрен пуçласа 15 сехетчен йышăнатпăр.

- Сирĕн банкран кредит илес текенсен мĕнле документсем хатĕрлемелле?

- Чи малтанах вĕсен пирĕн пата килсе консультаци илмелле Њхăвăрăн юлашки ултă уйăхри вăтам тупăша пĕлмеллеЌ. Кредит инспекторĕ уйăх ри сирĕн вăтам тупăша кура чи пысăк кредит калăпăшне палăртать. Мĕн тĕллевпе илнине кура кредит инспекторĕнчен документсен пакетне (бланксене) хăвăр тата поручитель валли илмелле. Кредит илнĕ чухне чи кирлĕ документсем çаксем пулмалла: заемщикăн заявлени-анкета, хăвна е поручителе ĕç вырăнĕнчен е пенси тỹлекен учрежденирен панă справка, хăвăрăн тата поручителĕн паспортсен копийĕсем (пур листисем те). Документсене кредит инспекторĕ кăтартнă пек çырса хатĕрлемелле те вĕсене кредит инспекторне тĕрĕслеме памалла. Инспектор сирĕн документсене йышăннă хыççăн 5-18 ĕç кунĕнче (мĕнле кредит илнине кура) сире валли килĕшỹ (кредит документацийĕ) хатĕрлет тата кредит докуменчĕсене алă пусмалли вăхăта палăртать. Килĕшỹсене алă пуснă чухне хăвăр тата пур поручительсем те пулмалла. Кредит докуменчĕсене алă пусса çирĕплетнĕ хыççăн кредит инспекторĕ кредит докуменчĕсене банк енчен алă пусассине тата сирĕн кĕнеке çинчи счет çине кредит куçарассине йĕркелет. Заемщик пулнă май, кредит килĕшĕвĕн пĕр экземплярне Сире тата поручительсене, астумалăх çырнине (памятка) тата кредита тỹлесе татмалли графика парать.

А. ХОВАНСКИЙ
калаçнă.



23 декабря 2005
00:00
Поделиться