Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Марафон - ачасемшĕн

о Хỹтлĕх

Марафон - ачасемшĕн

Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕн тата социаллă аталану министерстви йышăннă тăрăх, кăçалхи декабрĕн 1-мĕшĕнчен тытăнса çитес çулхи январь уйăхĕччен "Именем детства во имя детства" ачасене пулăшу кỹрекен марафон старт илнĕ. Çакăнпа килĕшỹллĕн спонсорсем пулăшнипе районта пурăнакан 4-16 çулхи 11 инвалид ача шĕкĕр Шупашкарта вырнаçнă "Макдональдс" ресторанта пулса курчĕ. Çавăн пекех Арапуçĕнче вырнаçнă социаллă реабилитаци центрĕнче унти ачасем валли уяв ирттертĕмĕр. Ятарласа центра килнĕ Вăрмарти ачасен искусство шкулĕ çумĕнчи О. Бережецкая ертсе пыракан ташă ушкăнĕ ачасене хăйсен номерĕсемпе савăнтарчĕ, тĕрлĕ спорт вăййисем пулчĕç. Юлашкинчен ачасене парнесем (пылак апат-çимĕç) пачĕç.

Декабрь уйăхĕн кашни куннех ачасен ырлăхĕшĕн ирттерме палăртнă. 10 инвалид-ача Шупашкарти пуканесен театрне кайса курма, савăнма пултарчĕ.

Е. ПАВЛОВА,
райадминистрацин социаллă хỹтлĕх
управленийĕн специалисчĕ.



23 декабря 2005
00:00
Поделиться