Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Пурнăç сукмакĕ такăр пултăр

Пурнăç сукмакĕ такăр пултăр

Çут çанталăк илемне курма пĕлекен, йывăç-курăк чĕлхине ăнланакан кинеми пурăнать Кавал ялĕнче. Кам-ха вăл? Вăл кĕçех 92 çул тултаракан Анастасия Семеновна Семенова. Çуллахи кунсенче ăна пĕр вырăнта тытма йывăр, мĕншĕн тесен вăл яланах ура çинче, çул çинче. Таврари пĕр вăрмана та, çырмана та çитмен вырăн юлман унăн. Эмел курăкĕсем пуçтарать вăл. Малтанхи вăхăтсенче районти аптекăна пуçтарса панă. Халĕ - хатĕрлев кантурне. Кăçал та 150 килограмм таран сиплĕ курăк пуçтарнă Наçтаç аппа. Çут çанталăкпа туслă пулнăранах пулĕ сывлăх енчен аптрамасть-ха. Ватлăхне кура мар куçлăх тăхăнмасăрах, хаçат вулама юратать. Районта пулса иртекен хыпарсемпе интересленет. Çапла пулмасăр, мĕн çамрăкран халăх хушшинче, çынпа пĕрле пулнă вăл. Унăн ĕçĕ те çынсемпех çыхăннă. Ялти фельдшерпа акушер пунктĕнче медицина сестринче ĕçленĕ май кашни уйрăм çын хăй пĕр тĕнче пулнине лайăх ăнланать. Халăх сывлăхĕ - унăн ĕçĕн тĕкĕрĕ пулнă ун чухне. Ялти кашни çемьене çитсе кирлĕ канашсем панă. Тасалăхпа тирпейлĕх сывлăх çăл куçĕ пулнине ăнлантарнă. Ĕлĕкхи вăхăтра çынсем тĕрлĕ ерекен чирсемпе массăллă чирленипе мĕн чухлĕ кĕрешме тивмен-ши ăна. Тĕрĕссипе каласан хăй пурăннă кун-çулăн 74 çулне халăх сывлăхĕшĕн ĕçленĕ вăл, мĕншĕн тесен 18 çултанах медицина сестринче вăй хума тытăннă Кивĕ Шулхан хĕрĕ. Кавал ялне качча тухсан кунтах çемье çавăрса, тĕпленсе пурăнать. Икĕ ача - ывăлĕ Михаил, хĕрĕ - Нина. Халĕ вĕсен ачисен ачисем çитĕнеççĕ. Савăнать вĕсемпе Наçтаç аппа. Ачисемпе мăнукĕсем, мăнукĕсен ачисем те мухтанаççĕ унпа. Пурăнас кун-çулĕ вăрăм пултăрччĕ, теççĕ.

А. НИКОЛАЕВА.



23 декабря 2005
00:00
Поделиться