Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Страхлама ан манăр

о "Росгосстрах" компани хỹттинче

Страхлама ан манăр

Иртнĕ çул "Росгосстрах" компани страхлас ĕçĕн нумай енĕпе пĕрремĕш вырăн йышăннăччĕ. Компанин кăçалхи ĕçĕ-хĕлĕпе пире "Росгосстрахăн" Чăваш Енри филиалĕн Вăрмар поселокĕнчи страхлакан уйрăмĕн начальникĕ А.АНТОНОВА паллашатарать.

Халăхăн çурт-йĕрне страхламалли хĕрỹ тапхăр пуçланчĕ. Вăл мартăн 31-мĕшĕччен пырать. Кăçал "Росгосстрах" компани куçман пурлăха "Росгосстрах Кил" ятарлă программа тăрăх страхлать. "Росгосстрах Кил" виçĕ страховани продуктĕнчен тăракан килĕшỹ тумалли темиçе вариантлă программа. Продуктсен йĕркисенче пĕрпеклĕхсем те, уйрăмлăхсем те пур. Çавăнпа килĕшекеннине суйлама пулать.

150 пинрен йỹнерех çуртсем валли "Росгосстрах Кил" "Классика Эконом" продукт пур. Маларах тунă килĕшỹ вăхăчĕ тухса пырать пулсассăн, ăна "Классика Эконом" продуктпа тăссассăн аванрах. Килĕшĕве 3 çуллăха тусассăн компани çăмăллăхсем парать. "Классика Эконом" тăрăх кил-çурта пасар хакĕпе страхлани вара çухатнă пурлăх хакне туллин саплаштарма май парать. Ку продуктра хăрушлăхсене страхлассине 3 варианта пайланă. Тулли пакетпа кĕтмен инкексенчен: çут çанталăкăн усал пулăмĕсенчен, çынсем сиен кỹнинчен хỹтĕленме пулать. Страховани килĕшĕвне çурт-йĕре пăхса тухса та, пăхса тухмасăр та тăваççĕ. Документра килти чылай пурлăха - сĕтел-пукана, йăлари техникăна, тум-тире тата ытти пурлăха страхланине кăтартма пулать.

Вăтам хаклă çуртсен хуçисемпе килĕшĕве "Росгосстрах Кил" "Классика" продукт йĕрки тăрăх тăваççĕ. Хăрушлăхсене 7 тĕрлĕ вариантпа страхлаççĕ. Кунта пушар, шыв кĕни тата ытти те пур.

600 пинрен хаклăрах çуртсене "Росгосстрах Кил" "Пресстиж" хỹтĕлет. Ун тăрăх сигнал памалли хатĕрсене: ландшафт дизайнăн уйрăм пайĕсене, коллекцисене, авалхи сайра тĕл пулакан япаласене, усă курма ирĕк панă пăшалсене те страхлама юрать. Унсăр пуçне килĕшỹре палăртнă пулсан менеджер пулăшăвне илме майсем пур.

"Росгосстрах Кил" программăпа, пĕтĕмĕшле илсен, тĕп çурта, хуçалăхсене, килти пурлăха, кỹршĕсен умĕнчи яваплăха страхлама пулать. Килĕшỹре асăннă объектсен шучĕ иккĕрен кая пулас çук. Пурăнмалли çурта килĕшỹре кăтартни тĕп услови шутланать. Компани специалисчĕ пулăшнипе страховани хỹтлĕхĕн вариантне кашниех çăмăллăхсен пуххине те, хакпа та тивĕçтерекеннине суйлама пултарать. Çурт-йĕре çулталăка е 3 çуллăха страхлаççĕ.

Страховка укçа-тенкине икĕ е виçĕ пайпа тỹлесе татма пулать. Анчах пĕрремĕш тỹлев 300 тенкĕрен сахалрах пулмалла мар. Иккĕмĕш пайне вара 60 кун хушшинче парса татмалла.

Хăвăрăн кил-çурта эсир районти "Росгосстрах" страхлакан компанин уйрăмĕсенче страхлама пултаратăр е страхлакан агента киле те чĕнсе илме пулать. Шупашкарти телефон: (8352) 42-87-89.



23 декабря 2005
00:00
Поделиться