Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Поздравление администрации Урмарского района с Днем спасателя РФ

Районти гражданла оборона тата чрезвычайлă лару-тăру енĕпе ĕçлекен пайăн, пушара хирĕç кĕрешекен 39-мĕш номерлĕ чаçĕн, "Вăрмар район больници" сывлăх хуралĕн муниципаллă учрежденийĕн, "Чувашсетьгаз" обществăн "Урмарыгаз" филиалĕн хаклă та хисеплĕ ĕçченĕсемпе ветеранĕсем!

Вăрмар район администрацийĕ сире уявсемпе - Раççей Федерацийĕн çăлаканăн кунĕпе, Раççейри чрезвычайлă лару-тăру енĕпе ĕçлекен службăна туса хунăранпа 15 çул çитнĕ ятпа хĕрỹллĕн саламлать.

Эсир хăвăрăн ĕçĕр кăткăс та çăмăл мар, хăрушă пулнине пăхмасăрах яланах Тăван Çĕр-шывшăн чунтан тăрăшатăр, çынсен пурнăçне, пурлăхне сыхлас ĕçре чыслăн тата тỹрĕ кăмăлпа яваплă вахтăра тăратăр.
Сире малашнехи пурнăçра çирĕп сывлăх, телей, ăнăçу, сунатпăр.

Вăрмар район пуçлăхĕ -
Вăрмар район администрацийĕн
пуçлăхĕ                                            В.Н. Кириллов


27 декабря 2005
00:00
Поделиться
;