Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Çĕрпе тухăçлă усă курар

о Министерство кунĕ

Çĕрпе тухăçлă усă курар

Район администрацийĕнче иртнĕ Министерство кунне Чăваш Республикин пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен министрĕн пĕрремĕш заместителĕ А.Малов, çĕр ресурсĕсемпе ĕçлекен управленийĕн пай пуçлăхĕ О.Александров, ЧР Президент администрацийĕн представителĕ А.Краснов, район пуçлăхĕ В.Кириллов тата ытти яваплă çынсем хутшăннă.

Ларăва район пуçлăхĕ В.Кириллов уçрĕ, Чăваш Республикин пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен министрĕн пĕрремĕш заместительне А.Малова сăмах пачĕ. Анатолий Борисович ял тăрăхĕн (поселенин) пуçлăхĕсен 2006 çулта çĕр, куçман пурлăхпа çыхăннă ыйтусемпе ĕçлемелли çинчен каларĕ. Унтан Чăваш Республикин пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен министерствин çĕр ресурсĕсемпе ĕçлекен управленийĕн пай пуçлăхĕ О.Александров "Чăваш Республикинче çĕр кодексне ĕçе кĕртни çинчен" калакан федераллă саккунпа килĕшỹллĕн çитес çул çĕр ыйтăвĕсене ял тăрăхĕн пуçлăхĕ татса памалли, çавна май ку ĕçе йĕркелесе пыма çĕр инспекторĕ кирли, 2006 çулта кашни ял тăрăхĕн чиккисене палăртса тухмалли çинчен тĕплĕн чарăнса тăчĕ.

"Çĕр вăл - сутлăх тавар. Вăл тупăш кỹмелле. Çавăнпа та ял тăрăхĕн пуçлăхĕсен кашни тăваткал метр çĕрпе усă курнипе курманнине тĕрĕслемелле, усă куракан çĕршĕн вăхăтра тỹлемелли çинчен те ял халăхне ăнлантармалла", - тесе палăртрĕ Олег Иванович, калаçăва малалла тăснă май.

Çавăн пекех усă курман çĕрсене, объектсене шута илмелле, хуçасăр çĕр пулмалла мар. Унпа пĕрлех кил хуçалăхĕн çĕрĕсене сутма юрани, анчах та пусăсене (анасене) сутма юраманни çинчен те пулчĕ калаçу.

Юлашкинчен ЧР Президент администрацийĕн представителĕ А.Краснов çитес çул Республика кунĕ Улатăрпа Сĕнтĕрвăрри хулисенче иртмелли, çавна май тĕрлĕ мероприятисем пулмалли пирки те чарăнса тăчĕ.

З. ПАВЛОВА.



28 декабря 2005
00:00
Поделиться