Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Олимп çулĕпе

о Санăн çыннусем, район

Олимп çулĕпе

Фанфара сассисем, тăтăшах тренировкăсем, çывăрмасăр иртнĕ каçсем, йывăр та юмахри пек çĕнтерỹллĕ кĕрешỹсем... 1962 çула таврăнар-ха. Пирĕн районти Пинер ялĕнче 1945 çулта çуралса ỹснĕ Валериан Соколов пуçласа боксер перчеткине тăхăннă.

Шупашкарти "Динамо" клубăн бокс секцине ырхан та пысăках мар çамрăка илесшĕнех те пулман. Анчах вăл хăйĕн ăсталăхне тренировкăсенче ỹстерсе пынипе унăн малтанхи кĕрешĕвĕсемех çĕнтерỹпе вĕçленнĕ. Тепĕр ултă çултан Валериан Сергеевич совет спорчĕн тава тивĕçлĕ мастерĕ ятне тивĕçнĕ. Çак çулсенче вăл обществăн Тĕп совечĕн, Раççей тата Чăваш Республикин, Шупашкар хулин чемпионĕн ячĕсене çĕнсе илнĕ. Ригăра, Варшавăра, Ленинградра, Мехикăра ирттернĕ ăмăртусем çамрăк спортсмена ăнăçусем кỹнĕ.

Паллах, çамрăк спортсмен пурнăçĕнче яланах лайăххи пулман. Совет Союзĕнче мала тухассишĕн Каунасра ирттернĕ ăмăртусенче Валериан выляса янă. Анчах та вăл хуçăлса ỹкмен. Хăйĕн ăсталăхне тренировкăсенче туптасах пынă.

РСФСРти халăхсен Спартакиадинче çĕнтерсе çамрăксем хушшинче чемпион пулса тăрать.

В.Соколовăн пурнăçĕнчи паллă пулăм вăл - Мексикăра ирттернĕ çуллахи Олимп вăййисенче чемпион ятне çĕнсе илни. Пĕтĕм çĕр-шывĕпех пысăк савăнăç пулнă. Соколов мухтавĕ тĕнчене саланнă, тренерсен шанăçне тỹрре кăларнă.

Унтанпа 40 çула яхăн иртрĕ. Валериан Сергеевичăн пултарулăхĕ çĕр-шывра бокс спортне аталантарас енĕпе пысăк пĕлтерĕшлĕ. Вăл çамрăксемшĕн ырă тĕслĕх пулса тăрать. Шансах тăратăп: Валериан Соколов пек маттур боксерсем республикăра сахал мар пулĕç-ха, пире хăйсен çитĕнĕвĕсемпе савăнтарĕç.

Ю. КОНСТАНТИНОВА,
Вăрмарти пĕрремĕш вăтам шкулта 10 класра вĕренекен.



28 декабря 2005
00:00
Поделиться