Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Район депутачĕсен Пухăвĕн ларăвĕ

Район депутачĕсен Пухăвĕн ларăвĕ

Райадминистрацин ларусен залĕнче район депутачĕсен Пухăвĕн тăваттăмĕш ларăвĕ иртрĕ. Унăн ĕçне поселок, ял администрацийĕсен, предприятисемпе организацисен ертỹçисем тата Вăрмар район пуçлăхĕ В.Кириллов хутшăнчĕç.

Ларăва район депутачĕсен Пухăвĕн председателĕ Г.Тимофеев уçрĕ, пухăннисене кун йĕркинчи ыйтусемпе паллаштарчĕ.

Депутатсем умĕнче райадминистрацин пай начальникĕ В.Муллин кун йĕркине кĕртнĕ виçĕ ыйтупа тухса калаçрĕ. Владимир Игоревич çĕр налукĕшĕн тата ăна арендăна илнĕшĕн 2006 çулта тỹлемелли ставкăсене улшăнусем кĕртес, муниципаллă пурлăха çитес çулта приватизацилес, тĕрлĕ формăллă пурлăха Вăрмар хула поселенийĕ çине тỹлевсĕрех куçарассипе çыхăннă ыйтусене ăнлантарса пачĕ. Депутатсем çĕр хакĕ пирки тĕплĕн калаçрĕç. Унăн хакĕ кашни хула-ял поселенин тĕрлĕрен пулмалла терĕç, мĕншĕн тесен çĕрĕн пулăхлă сийĕ те кашни çĕрте пĕр евĕр мар. Çакна пула малтанхи хакран (çулталăкне пĕр тăваткал метр çĕртен 5 тенкĕ илме пăхнăччĕ) 6 тенке çитерчĕç. Çавăн пекех депутатсене район территорийĕнче тĕрлĕ телевышкăсем тунă май вĕсен хуçисенчен аренда укçи мĕн чухлĕ илесси те шухăшлаттарчĕ. Ялсенче - çулталăкне пĕр тăваткал метршăн - 200 тенкĕ, поселок çĕрĕ çинче вырнаçнăшăн - 350 тенкĕ илме йышăнчĕç. Унсăр пуçне Вăрмар районĕн муниципаллă пурлăхне Вăрмар хула поселени балансĕ çине тỹлевсĕр куçарма пĕр шухăшлă пулчĕç. Муниципаллă пурлăха приватизацилессин çитес çулхи программине пăхса тухнă чухне кашни хула-ял поселени интересĕсене шута илмеллине палăртрĕç депутатсем. Тĕслĕхрен, С.Лукин депутат (Шăхаль округĕ) Эçпепери ача сачĕн шăпийĕпе интересленчĕ, халăх вăйĕпе çĕкленĕ çуртра фельдшерпа акушер пункчĕ уçсан çав ялта пурăнакансемшĕн питĕ вырăнлă пулни çинчен каларĕ.

Пухура "Сывлăх" муниципаллă учрежденин тỹлевлĕ тарифĕсене çĕнĕрен пăхса тухас тата вĕрентỹпе сывлăх учрежденийĕсене таварпа тивĕçтерес йĕркене çирĕплетес ыйтусемпе райадминистрацин экономика пайĕн пуçлăхĕ П.Петров, тĕрлĕ саккунсемпе право акчĕсене пичетлеме çĕнĕ муниципаллă "Вăрмар хыпарçи" хаçат йĕркелессипе райадминистраци пуçлăхĕн çумĕ Л.Голубева паллаштарчĕ. Ларура çĕкленĕ тĕрлĕ ыйтусене сỹтсе явма В.Нестеров (Вăрмарти 1-мĕш округ), И.Иванов (Энĕшпуç округĕ), В.Адюков (Кавал округĕ), Н.Васильева (Кĕтеснер округĕ), С.Лукин (Шăхаль округĕ), Ю.Данилов (Кĕлкеш округĕ) депутатсем активлă хутшăнчĕç. Сỹтсе явнă ыйтусене тĕпе хурса пуху тивĕçлĕ решенисем йышăнчĕ.

П. АЛЕКСЕЕВ.



28 декабря 2005
00:00
Поделиться