Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Шăл тухтăрĕ

о Хăй ĕçĕнче чăн ăста

Шăл тухтăрĕ

(Очерк)

Кашни çыншăн шăл ыратнă тапхăр чи йывăр самантсенчен пĕри пуль тетĕп.

Район больницин стоматологи уйрăмне çитрĕм. Чăннипех пĕр çемьери пек туслăн шăкăлтатса тăрăшса ĕçлеççĕ кунта тухтăрсем.

- Шăл сурать пуль-ха. Килĕр çакăнта, - çепĕççĕн чĕнсе илсе лартрĕ мана ĕç вырăнне Тамара Анатольевна Михайлова тухтăр.

- Пăхар-ха, хăш шăлĕ айăпа кĕнĕ, шăтнă сирĕн, - шỹтленĕ май ăшшăн йăл кулчĕ, унтан шăлсене тĕрĕслеме те пуçларĕ.

Икĕ шăлне юсамалла пулать, анчах та пĕрин туни шыçнă. Малтан ăна сиплемелле, кайран кăна пломбăсем лартăпăр, сăмах хушрĕ тухтăр.

Лайăх юсанă хыççăн шăлсем çĕнелчĕç, ыратми пулчĕç. Çак тапхăрта эпĕ врач яваплăха туйса тимлĕхпе ĕçленине чĕрепе туйрăм.

Тамара вăтам шкул хыççăн 1983 çулта Шупашкарти медицина училищине вĕренме кĕрет, ăнăçлă вĕренет. Тепĕр çулнех ăна шăл тухтăрĕсене хатĕрлекен уйрăма иккĕмĕш курса илеççĕ.

1987 çулта медучилищĕне ăнăçлăн пĕтерсен Тамара Анатольевнăна Вăтакас ялĕнчи амбулаторине шăл тухтăрĕ пулса ĕçлеме яраççĕ. Тепĕр çултанах пултаруллă врача район больницине куçараççĕ.

1989 çулхи март уйăхĕнче Чăваш Республикин Сывлăх министерствин приказĕпе Тамара Михайловнăна квалификаци енĕпе 1-мĕш категориллĕ тухтăр пулнине çирĕплетнĕ.

2001 çулхи январьтен тухтăр райбольницăн ачасен стоматологи кабинетĕнче ĕçлеме тытăнать.

2004 çулхи май уйăхĕнче Чăваш Республикин Сывлăх министерствин приказĕпе ентеш-тухтăр квалификацин чи аслă категорине тивĕçнĕ.

-18 çул вăй хурать хăйĕн юратнă ĕçĕнче яланах хаваслă, йăл кулăллă Тамара Анатольевна. Хамăр районти миçе çĕр çыннăн шăлĕсене сыватман пуль вăл çак тапхăрта. Хăйне яланах çирĕп дисциплинăллă тытни, чирлĕ çынсемпе сăпайлă, çепĕç пулни, вĕсене ăшă кăмăлпа кĕтсе илсе тăрăшуллăн сыватни, авторитетлă пулни пире питех те савăнтарать, - каласа параççĕ районти тĕп врачăн заместителĕпе Н.Эсенкуловпа стоматологи уйрăмĕн врачĕ А.Игнатьев.

Сумлă, чыслă хисепе тивĕçнĕ Тамара Анатольевна. Вĕсенчен чи хакли - тухтăр сыватнă çынсен чĕрисенчен каланă ăшă сăмахĕсем, тав тунисем.

Юратнă мăшăрĕпе - Анатолий Николаевич Михайловпа пĕрле Марина хĕрĕпе Руслан ывăлне пурнăçăн тĕрĕс çулĕпе çитĕнтереççĕ.

Вăрмарти вăтам шкула пĕтерсен Марина кăçал Шупашкарти Чăваш патшалăх университечĕн стоматологи уйрăмне вĕренме кĕчĕ. Руслан шкулта ăнăçлă вĕренет. Ăслă çемьере ачисем те кăмăллă, сăпайлă çитĕнеççĕ.

Кашни çын хăйĕн ĕçне чунтан парăнса, юратса, яваплăха туйса туса пырать пулсан кăна пысăк чыса, чапа, хисепе, чун-чĕре тавне тивĕçлĕ пулать. Тамара Михайлова шăл тухтăрĕ çинчен шăпах çакна каламалла.

Н.ИВАНОВ-ПАРХАТАР,
обществăлла корреспондент.
 
Вăрмар поселокĕ.


28 декабря 2005
00:00
Поделиться