Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Викторина итогĕсене пĕтĕмлетсе

о Пултарулăх

Викторина итогĕсене пĕтĕмлетсе

"Хĕрлĕ ялав" редакцийĕнче РФ Патшалăх Думин депутачĕ П.Семенов тата район хаçачĕ пĕрле ирттернĕ "Савнă ен - тăван ен" конкурс çĕнтерỹçисене чысларĕç. Жюри членĕсем пĕтĕмпе 63 ĕç пăхса тухрĕç. Пуринчен те нумайрах балл пухса пĕрремĕш вырăна Кĕлкешри Н.А.Афанасьев ячĕллĕ вăтам шкулти музей çумĕнчи "Тăван ен" пĕрлешĕвĕн членĕсем тухрĕç (командирĕ В.Краснова, руководителĕ С.Корнилова учительница). Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене Кивĕ Вăрмар шкулĕнче вĕренекенсем йышăнчĕç. Д.Алексеева - иккĕмĕш, Н.Серебровăпа А.Казаков пĕр пек балсем пухса виççĕмĕш вырăна пайларĕç. Çакна та палăртмалла - Кивĕ Вăрмарсем çак конкурсра чи активлисем пулчĕç. Ку ялтан тата А.Петровпа А.Дмитриева та асăнмалла. Г.Е.Егоров ячĕллĕ пĕрремĕш вăтам шкулти 6 класра вĕренекен Г.Алжиров çĕнтерỹçĕсен йышне кĕме кăштах кăна балсем çитереймерĕ.

Çавăн пекех конкурсăн кашни турнех Ж.Никифорова (Чупай шкулĕ), А.Федотов, А.Паймулин, А.Соловьев, Н.Васильев (Тикаш шкулĕ), О.Константинова (пĕрремĕш вăтам шкул), В.Васильева (Энтрияль шкулĕ) активлă хутшăнчĕç. Пурне те вĕсене пысăк тав. Хаçатăн тĕп редакторĕ П.Алексеев çĕнтерỹçĕсене П.Семенов депутат фончĕ уйăрнă парнесемпе тата районти "Хĕрлĕ ялав" хаçатăн грамотисемпе чысларĕ.

Тепĕр самант та пур. Викторина шкул ачисем валли тесе пĕлтернĕччĕ эпир малтан. Анчах унта Е.Иванов (Атнаш ялĕ) тата М.Казакова (Вăрмар поселокĕ) пенсионерсем те хутшăнма кăмăл турĕç. Чи ватă участнике, 85 çулхи Мария Терентьевнăна, П.Семенов фончĕ хавхалантармалли парне пама йышăнчĕ.

В. ТОЛМАТОВ.



28 декабря 2005
00:00
Поделиться