Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Ял хуçалăх çыравĕ

о Ыйтăр - хуравлатпăр

Ял хуçалăх çыравĕ

Юлашки вăхăтра ял хуçалăх çыравĕ пирки пур çĕрте те калаçаççĕ. Халăхра та тĕрлĕ хыпар сарăлнă: инспекторсем килĕрен çỹресе ял çыннин хуçалăхĕнче мĕн пуррине пĕтĕмпех шута илсе пысăк налук хураççĕ, кил хуçи валли нимĕн те хăвармаççĕ-мĕн. Çакă тĕрĕсех-ши?

Н. ГРИГОРЬЕВА.
Кĕтеснер ялĕ.

Ку ыйту çине районти перепись енĕпе ĕçлекен уполномоченнăй Е.Терентьева хуравлать:

"Çук, ку пĕрре те тĕрĕс мар. Мĕн пурри пĕтĕмпе сыхланса юлать. Йĕркеленĕ ĕç ушкăнĕ ялсенче пулса хуçалăх кĕнеки тăрăх кил хуçисемпе килĕшсе тĕрĕслев ирттерет. Ун чухне çакă палăрать: чылай çĕрте çĕр лаптăкĕ е выльăх-чĕрлĕхпе кайăк-кĕшĕк йышĕ палăртнинчен ытлашши е сахалтарах. Çĕнĕрен налук хурассинчен шикленсе килти выльăх йышне пурне те кăтартманнисем те пур. Раççей саккунĕпе килĕшỹллĕн килти хуçалăх предприниматель шутне кĕмест. Çавăнпа та унран нимĕнле налук та илмеççĕ".



28 декабря 2005
00:00
Поделиться