Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Çамрăк ăрура - пирĕн шанчăк

о Çул çитмен ача тата общество

Çамрăк ăрура - пирĕн шанчăк

Район администрацийĕнче çул çитмен ачасен ĕçĕсемпе вĕсен прависене хỹтĕлес енĕпе ĕçлекен районти комиссин черетлĕ ларăвĕ иртрĕ. Унта хăйсен çул çитмен ачисене воспитани, пĕлỹ парас енĕпе прависене тивĕçлипе пурнăçламан ашшĕ-амăшĕсем енĕпе 14 материал пăхса тухнă, вĕсене пурне те административлă явап тыттарнă. Ларура районти ШĔПĕн çул çитмен ачасемпе ĕçлекен инспекторĕ С.Михайлова çул çитмен ачасене преступлени тăвассинчен хăтарас, ăнăçсăр çемьесене пăхса тăрас тĕлĕшпе туса ирттернĕ ĕçсем çинче чарăнса тăчĕ. Районта "Çамрăксем - сывă пурнăç йĕркишĕн" акци пынă вăхăтра, культура, вĕрентỹ, спорт, социаллă хỹтлĕх, сывлăх сыхлавĕн тытăмĕсенче ĕçлекенсем сывă пурнăç йĕркине тытса пыма пулăшакан тĕрлĕ енлĕ, тематикăллă конкурс каçĕсем ирттерме пултарчĕç.

Çул çитмен ачасем право йĕркине пăсассинчен сыхлас, вĕсем хушшинче сывă пурнăç йĕркине анлăрах сарас тĕлĕшпе çул çитмен ачасен ĕçĕсемпе вĕсен прависене хỹтĕлес енĕпе ĕçлекен комиссипе ытти яваплă органсем кăçалхи 11 уйăх хушшинче 26 лару ирттернĕ, административлă право йĕркисене пăсни çинчен 133 материал пăхса тухнă. Тивĕçĕсене тỹрĕ пурнăçламан 74 çынна асăрхаттарнă, 59-шне штраф тỹлеттернĕ.

Кăçалхи январь-ноябрь уйăхĕсен пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх, районти шалти ĕçсен пайĕнче - 63, çул çитмен ачасемпе ĕçлекен районти комиссинче учетра 68 çамрăк тăрать. Вĕсенчен 49-шĕ - шкул ачисем, 5-шĕ - училищĕсенче вĕренекенсем, 2-шĕ - техникумсенче ăс пухакансем, компьютер курсĕнче иккĕн вĕренеççĕ, 4 ача ĕç вырăнĕсенче, 6-шĕ ниçта та ĕçлемеççĕ. Кашни ача çумне обществăлла воспитательсене çирĕплетнĕ.

Çул çитмен ачасене ĕç явăçтарас тĕлĕшпе ĕçпе тивĕçтерекен районти центрпа тачă çыхăнса ĕçлетпĕр, пуçламăш професси пĕлĕвне алла илме вĕренме яратпăр. Район депутачĕсен Пухăвĕн йышăнăвĕпе килĕшỹллĕн çитĕнекен ăрăва ĕçе вырнаçтарас тĕллевпе район бюджетĕнчен 7 пин тенкĕ уйăрнă. Çакăнпа килĕшỹллĕн çул çитмен ачасене вăхăтлăха ĕçпе тивĕçтерес тесе район администрацийĕпе центр килĕшỹ тунă, учетра тăракан 17 çамрăка ĕç вырăнĕ тупса панă.

"Пирĕн пуласлăх - çамрăк ăрура", - тенĕ ЧР Президенчĕ Патшалăх Канашне янă Çырура. Паян вĕсем партăсем хушшинче, аслă пĕлỹ паракан заведенисен аудиторийĕсенче. Эпир хальхи вăхăтра мĕнле тимлĕх уйăрнинчен килет те ĕнтĕ ыранхи Чăваш Енĕн пуласлăхĕ.

И. ДМИТРИЕВА,
райадминистрацин
çул çитмен ачасемпе ĕçлекен
комиссин яваплă секретарĕ.


02 января 2006
00:00
Поделиться