Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Çулталăка - тупăшлă

о Пахалăх

Çулталăка - тупăшлă

Паян ỹстермесĕрех калама пулать, çĕвĕ фабрикин продукцине республикăра çеç мар, Раççей шайĕнче те аван пĕлеççĕ. Мĕншĕн тетĕр-и? Вăл хăйĕн пахалăхĕпе уйрăлса тăрать. Çĕвĕ производстви хăйĕн ĕçне çĕнĕ шая çĕклет. Çул-йĕрсенчен пĕри - паха ĕç тумĕсен производстви. Эпир рабочисене хурарах е тата ытти тĕксĕмрех тĕссемпе çĕлетнĕ ĕç тумĕсемпе курма хăнăхнă та - çĕвĕ фабрикин ку изделийĕсем кĕтменлĕх пулчĕç теме те май пур. Вĕсене вара илемлĕ те чăтăмлă материалтан çĕлеççĕ. Моделĕсем те хăйне евĕрлĕ. Çакна палăртма кăмăллă: хĕллехи ĕç тумĕ çăмăл, ăна вăй хуракан çын хăй çинче туймасть тесен те йăнăш пулмĕ. Çакăн пек изделисем çĕлеме Мускаври "Текстиль-Восток-Сервис", "Урсу.С" пысăк фирмăсем заказ параççĕ çĕвĕ фабрикине. Ку хутĕнче 6 пин ĕç костюмĕ çĕленĕ. Çак ĕçе 3 бригада ăнăçлă пурнăçланă. Кунне 400 ĕç костюмĕ тухнă. Уйăхне вара 700 пин ытла тĕрлĕ продукци кăларнă. Кашни издели ГОСТ витĕр тухать, пысăк пахалăхпа уйрăлса тăрать. Çавăнпа та ĕнтĕ Раççейри пысăк фирмăсем çĕвĕ фабрикипе тачă çыхăну тытаççĕ. Шупашкарти "Текстиль" тулли мар яваплă обществăн заказĕсене те вăхăтра тивĕçтернĕ. Иртнĕ уйăхра пиллĕкмĕш бригада 3 пин ĕç костюмĕ çĕленĕ.

Çĕвĕçсем ăста алăллă пулнипе пĕрлех упаковщицăсен пултарулăхне те асăнмасăр хăварма çук. Ку цехри Е.Григорьева, Г.Александрова, З.Григорьева кунне 400 яхăн ĕç костюмĕ тата ытти изделисем чĕркесе пуçтараççĕ.

Иртнĕ çулхи 11 уйăх кăтартăвĕсем те курăмлă. Пурĕ 5 миллион та 537 пин тенкĕлĕх продукци туса кăларнă, çавăн чухлĕ сутнă. Çулталăка та тупăшлă вĕçленĕ.

"Ĕç укçи - ĕçленĕ тăрăх. Эпир ăна уйăхне виçĕ пин тенкĕ ытлараха çитертĕмĕр", - тет план пайĕн начальникĕ Л.Петрова.

Пĕтĕмĕшле каласан, фабрика ĕçченĕсем çĕвĕçрен пуçласа пуçлăх таранах пысăк яваплăха туйса вăй хураççĕ, çавăнпа та ĕç кал-кал пулса пырать. Эппин, çĕвĕ фабрикин малашлăхĕ çутă, пулас шанчăк пысăк.

З. ПАВЛОВА.



02 января 2006
00:00
Поделиться