Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Алла-аллăн тытăнса

о Шкул пурнăçĕ

Алла-аллăн тытăнса

Мăнçырмари вăтам шкул дирекцийĕпе вĕрентекенсен ушкăнĕ ытти обществăлла организацисемпе çыхăну тытса ĕçлет. Алла-аллăн тытăнса тăрăшни тĕрлĕ темăпа ирттерекен пухусенче лайăх курăнать. Акă халĕ те ашшĕ-амăшĕсен пухăвне вĕрентекенсемпе ашшĕ-амăшĕсемсĕр пуçне ял администрацийĕн ĕçченĕсем, попечительсен, хĕрарăмсен, ветерансен совечĕсен членĕсем, районти çул çитмен ачасемпе ĕçлекен инспекцинчен пулчĕç.

Пухăва шкул директорĕ, район Пухăвĕн депутачĕ В.Николаев попечительсен совечĕн ĕçĕпе паллаштарнинчен пуçларĕ. Шкултан вĕренсе тухса кайнă совет членĕсем вырăнне урăххисене - 9 класра вĕренекен Дима Ивановпа 10 класра ăс пухакана, "шкул президентне" Лена Павловăна çирĕплетрĕç. Попечительсен совечĕн ĕçне ытти аслă çулсенчи юлташсемпе пĕрле шкул ачисем те активлă хутшăнаççĕ, тĕрлĕ ыйтусене сỹтсе яваççĕ. Директорăн вĕрентỹпе воспитани енĕпе ĕçлекен заместителĕ Т.Степанова пухăннисем умĕнче тăракан тĕллевсемпе тата пĕрремĕш чĕрĕк пĕтĕмлетĕвĕсемпе паллаштарчĕ. "Ашшĕ-амăшĕсемпе вĕрентекенсем пĕр шухăш-кăмăлпа ĕçлесен, пĕр тĕллевпе пурăнсан ачасен вĕрентỹри çитĕнĕвĕсем те пысăк пулĕç", - терĕ вăл.

Директорăн воспитани енĕпе ĕçлекен заместителĕ Н.Михайлова шкулти "Сар яш-кĕрĕм" ачасен ушкăнĕн ĕçĕпе тĕплĕн паллаштарчĕ. Аслă классенче вĕренекенсен совечĕн ĕçĕпе кăмăллă пулнине, шкул ĕçне вĕсем активлă хутшăннине палăртрĕ.

Районти шалти ĕçсен пайĕн çул çитмен ачасемпе ĕçлекен инспекцин аслă лейтенанчĕ М.Синичкина кăçалхи 11 уйăхра инспекци ĕçченĕсем туса ирттернĕ ĕçсем çинчен каласа пачĕ.

Ял администрацийĕн тĕп специалисчĕ Ю.Казакова 2006 çулта ял поселенийĕ валли уйăрнă укçа-тенкĕ ăçта кайни, хĕрарăмсен совечĕн ĕçĕ, çĕр пайĕпе епле усă курмалли çинчен каларĕ. Ял администрацийĕ çумĕнчи йĕркене пăсакансемпе ĕçлекен советăн ĕçĕсемпе паллаштарчĕ.

Пухăва хупнă май шкул директорĕ В.Николаев ашшĕ-амăшĕсене тав сăмахĕ каларĕ, Тикашран, Çĕнĕ Вĕренертен çỹрекен ачасен ашшĕ-амăшĕсене малашне те шкулпа тачă çыхăну тытса ĕçлеме сĕнчĕ.

Юлашкинчен музыка шкулне çỹрекен ачасем пысăк концертпа савăнтарчĕç, хăйсем чăнах та питĕ пултаруллă пулнине кăтартрĕç.

З. ИЛЛАРИОНОВА.
Мăнçырма шкулĕ.


02 января 2006
00:00
Поделиться