Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Иртнĕ çул мĕнпе асра юлчĕ?

Иртнĕ çул мĕнпе асра юлчĕ?

Иртнĕ çул пурĕ 232 миллион та 901 пин тенкĕлĕх строительствăпа монтаж ĕçĕсем пурнăçланă. ЧР Президенчĕн Н.Федоровăн "Чăваш Республикинче пурăнакансене ĕçмелли паха шывпа тивĕçтерес енĕпе пурнăçламалли хушма мерăсем çинчен" Указне пурнăçласа Пысăк Енккассинче 1 миллион та 800 пин тенкĕлĕх ĕç тунă, 2,1 километр шыв пăрăхĕ хывнă. 2005 çулта 3 километр та 700 метр тăршшĕ асфальтлă çул сарнă, 2 километр та 500 метр тăршшĕ юсав ĕçĕсем тунă, шкул котельнăйĕсене газ кĕртме 780,6 пин тенкĕ тăкакланă.

"Çамрăк çемье" программăпа - 2 миллион та 200 пин, "Социаллă çурт-йĕрпе" - 3 миллион та 600 пин, "Кивĕ çурт-йĕрпе" 3 миллион та 800 пин тенкĕлĕх ĕç тунă.

2005 çулта чи асра юлнă фактор вăл - Вăрмар станцийĕнче чукун çул урлă кĕпер хывма тытăнни.

Н. ЯКОВЛЕВ,
райадминистраци пуçлăхĕн заместителĕ.

Маншăн иртнĕ 2005 çул чылай енĕпе асра юлчĕ. Ларса канма та вăхăт пулмарĕ темелле. 300 ĕне вырнаçмалăх витене реконструкцилесе ун çумне ĕне сумалли комплекс туса лартрăмăр. Халăхпа пĕрле вăй хурсан çитĕнỹ пулатех. 2005 çулта 2 миллион ытла тупăш илме пултартăмăр. Хуçалăх çĕрĕ çинче акса-лартса илнисĕр пуçне, Чупайĕнчи 1320 гектар çĕре те сухаласа акрăмăр. Выльăх-чĕрлĕхрен апатсăр тупăш илме çук. Выльăх апачĕ ытлă-çитлĕ пулсан, унăн йышне те ỹстерме пулĕ. Малашлăхра сăвакан ĕнесене - 800, сыснасене 3000 пуçа çитерме палăртнă. Ĕçлемелли пайтах, арккăллă икĕ вите тума палăртнăччĕ, пурнăçа кĕреймерĕ. Ку вара çав тери пăшăрхантарать. Хуçалăх ĕçченĕсемпе пĕрле Çĕнĕ çулта çĕнĕ вăй-хăватпа, умри тĕллевсене ăнланса ĕçлессе шансах тăратăп.

Г. ТИМОФЕЕВ,
"Арабоси" агрофирма пуçлăхĕ.

Иртнĕ çул эпир халăха 64 миллион та 626 пин те 280 тенкĕлĕх кредит панă. Çурт-йĕр, хваттер туянма 81 çын 19 миллион та 483 тенкĕлĕх çăмăллатнă кредит илнĕ. Унсăр пуçне çут çанталăк газĕ кĕртме 602 çынна 8 миллион та 87 пин тенкĕ панă.

Пĕлтĕр иртнĕ пĕчĕк бизнес кунĕсен акци вăхăтĕнче предпринимательсене кредит илмелли условисемпе тĕплĕн паллаштарни банкпа вĕсен хушшинчи çыхăнăва малалла çирĕплетме, пĕр-пĕрне шанса ĕçлеме пулăшать.

Вкладчиксен йышĕ çулсерен ỹсни те савăнтарать. Вĕсен йышĕ иртнĕ çул малтанхинчен 9 процент ỹсрĕ.

Кăçалхи тĕллевсем пысăк. Вкладчиксен йышне ỹстересси, ял хуçалăхне, пĕчĕк предпринимательлĕхе аталанма кредит парасси - тĕп ыйтусенчен пĕри.

С. ХАРИТОНОВ,
РФ Перекет банкĕн
Çĕрпỹри уйрăмĕн Вăрмарти хушма офисĕн пуçлăхĕ.



02 января 2006
00:00
Поделиться