Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Поздравление администрации Урмарского района с Днем работников прокуратуры РФ

Район прокуратурин хисеплĕ ĕçченĕсемпе ветеранĕсем!

Вăрмар район администрацийĕ сире професси уявĕпе - Раççей Федерацийĕн прокуратура ĕçченĕсен кунĕ ячĕпе ăшшăн саламлать.

Прокуратура ĕçченĕсен çав тери кăткăс условисенче ĕçлеме тивет. Халĕ çĕр-шывра право йĕркине тытса пыма çăмăл мар. Социаллă пурнăçри тата экономикăри лару-тăру çивĕчленсех пырать. Çапах та эсир районта саккунлăха, йĕркелĕхе çирĕплетес, преступленисене хирĕç кĕрĕшес, обществăн тата кашни çынăн интересĕсене хỹтĕлес енĕпе задачăсене татса пама тăрăшатăр.

Ỹлĕмрен те хăвăр ума лартнă тĕллевсене пурнăçласса шанатпăр.

Сире пархатарлă та тỹрĕ кăмăлпа пурăçланă хастар ĕçĕршĕн чунтан тав тăватпăр. Малашлăхра пысăк çитĕнỹсем тума çирĕп сывлăх, çемйĕрсенче телей, тулăх пурнăç сунатпăр. Пухнă опыт, ĕçри килĕшỹлĕх сире кирек мĕнле ыйтăва ăнăçлă татса пама пулăшĕ тесе шутлатпăр.

Вăрмар район пуçлăхĕ -
Вăрмар район администрацийĕн
пуçлăхĕ                                            В.Н. Кириллов


12 января 2006
00:00
Поделиться
;