Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Н.В. НИКОЛЬСКИЙ КОРРЕСПОНДЕНЧĔСЕМ - ВĂРМАРСЕМ

о Январĕн 15-мĕшĕ - Чăваш пичечĕн кунĕ

Н.В. НИКОЛЬСКИЙ КОРРЕСПОНДЕНЧĔСЕМ -ВĂРМАРСЕМ

Чăвашсен пĕрремĕш хаçачĕ "Хыпар" 1906 çулхи кăрлачăн 21-мĕшĕнче тухма пуçланă. Унăн пĕрремĕш редакторĕ-издателĕ Хусанти тĕн семинарийĕн инспектор-надзирателĕ Николай Васильевич Никольский пулнă. "Хыпар" - Атăл тăрăхĕнче пурăнакан вырăс мар халăх хаçачĕсенчен чи пирвайхисенчен пĕри. Вăл хăй вăхăтĕнче И.Я.Яковлевăн Чĕмпĕрти чăваш шкулĕ пур чăвашсене те савăнтарса тăнă пек йăхташăмăрсене хавхалантарса тĕрек панă. Хаçат номерĕсем Вăрмар енри ялсене те çитнĕ. Тăван чĕлхепе хаçат тухма пуçланипе çунатланнă чăвашсем хăйсем те тĕрлĕ хыпарсем пĕлтерсе редакцие, В.Н.Никольский патне çырма тытăнаççĕ. Çырусене профессор пĕрне те пăрахман, тирпейлĕн пуçтарса пырса кĕнекелесе çĕлесе пынă. Вĕсем тăрăх эпир Николай Васильевичăн Вăрмар корреспонденчĕсем пирки пĕлме пултаратпăр.

Акă мĕн çырать Арапуç вулăсĕнчи Мăнçырма ялĕнчи Владимир Афанасьевич Кузнецов: "Эй, пирĕншĕн, чăваш халăхĕшĕн вĕренсе, çуралса ỹснĕ ырă çыннăмăр Николай Васильевич Никольский! Пирĕн патăрти чăваш халăхĕ манран çапла ыйтать: "Улатимĕр, эс пĕлетĕн-и, çав "Хыпара" çыракан хуçа кам вăл? Чăваш-и, вырăс-и? Анчах никам та лайăх пĕлмест. Вăл чăвашах пулмалла теççĕ. Ăçта çуралса ỹссе, ăçта вĕреннĕ-ши вăл? Эп çапла калатăп: Эсир халиччен илтмен-и: Николай Иванович Ильминский епле çын пулнă, пирĕн чăваш халăхĕшĕн мĕн чухлĕ тăрăшнă. Унта Иван Яковлевич хăй те чăваш пулнă та, вăл мĕн чухлĕ тăрăшнине маннă-и эсир?

Акă ĕнтĕ вĕсем ватăлнă çĕре, вĕсен вырăнне юлма, пире Турă çак çынна çуратса пачĕ. Вăл ĕнтĕ халь çавсем пекех пирĕншĕн тăрăшса, асапланса пурăнать, тетĕп. Çапла çаплах-ха, теççĕ, хăйсем. Анчах май килсен çав Никольский хăй хăш уес çынни пулнине, ăçтан вĕренсе тухнине, халь хăй миçе çултине çырса пĕлтерсен юрать тесе шухăшлатпăр эпир". Корреспондент хресченсен йывăр пурнăçĕ пирки те хыпарлать: "Укçа никамăн та ахаль килмест-çке, пире, хресченсене, ытларах йывăр килет. Çăва тухсан ирхине хĕвел тухиччен уя кайса хĕвел аниччен тăватă уран упаленсе пуçтаратăн та, ăна та пулин кĕркунне çитнĕ-çитменех шăнкрав çакса кỹлнĕ лашасемпе çĕр хута килсе, пирĕн çав укçана хĕне-хĕне илсе кайса пĕтереççĕ" ЊИрĕксĕрех Çемен Элкерĕн "Хĕн-хур айĕнче" поэмине аса илетĕн. - В.Ц.Ќ.

Н.В.Никольскипе çыхăну тытнă Василий Капитонов учителĕн ЊМăнçырмаЌ "Çĕрпỹ уесĕнчен" ятлă çырăвне вулама интереслĕ.

"Хыпар" хаçатпа тачă çыхăну тытнă Мăнçырма ялĕн тепĕр çынни - Данил Александрович Демидов. Вăл хăйĕн статйисемпе калавĕсене Юлташ ятпа пичетленĕ.

Данил Демидов Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнчен 1907 çулта вĕренсе тухнă хыççăн тĕрлĕ шкулта ĕçленĕ. Учитель, Çĕрпỹ уесĕнчи çут ĕç пайĕн инспекторĕ. Тăвайри сакăр çул вĕренмелли шкул заведующийĕ пулнă. 1916 çултах йывăр чирпе аптăраса ỹкнĕскер, 1928 çулта вилсе кайнă. Шел пулин те писателĕн архивĕ упранса юлайман, шăллĕ килĕнче пушар тухнă та, хаклă хутсем пĕтĕмпех çунса кайнă.

Данил Александрович "Хыпар" хаçатпа 1907 çулта çыхăну тытма пуçланă. Статьясем, калавсем çырнă. Вырăсларан куçранă.

1907 çулта çу уйăхĕн 27-мĕшĕнче тухнă 18-мĕш номерте Чĕмпĕрти чăваш шкулĕ пирки корреспонденци пичетленнĕ. Ăна Д.А.Демидов-Юлташ çырнă. Вăл И.Я.Яковлев пирки "Симбирские вести" хаçатра тухнă çăхав-статьясене чăвашла куçарса чăваш вулаканĕ патне çитернĕ. Данил Александрович фактсене асăннă хаçатран илнĕ, "пире пĕлтереççĕ", "пире çыраççĕ" тесе палăртнă. Тен, вăл хăйне вĕрентсе кăларнă Иван Яковлевич Яковлева "Симбирские вести", "Симбирянин" хаçатсенче тĕрĕс мар тапăннине çапла майпа пĕлтерме шут тытнă. Д.А.Демидов-Юлташ пирвайхи "Хыпар" хупăннă хыççăн та çырма чарăнман. Хусанта тухса тăнă вырăсла хаçатсенче пичетленнĕ. 1917 çулта "Хыпар" çĕнĕрен тухма пуçласан редакципе çыхăну тытнă.

Н.Никольский чĕртнĕ "Хыпарăн" кун-çулĕ питĕ тумхахлă пулнă. 1918 çултан тытăнса вăл "Канаш", "Чăваш коммуни", "Коммунизм ялавĕ" ятсемпе тухса тăнă. 1991 çултан хăйĕн ĕлĕкхи ятне тавăрса тепĕр хут "Хыпар" тухма пуçланă.

Григорий Алентей чăваш литературинче самай палăрнă ят. Вăл сăвăç та, калавçă та, куçаруçă та. Кĕтеснер чăвашне Петĕр Хусанкай хăйне вĕрентекенĕ пек курнă, ăна халалласа сăвă çырнă. Петĕр Хусанкай хăйне вĕрентекенĕ совет пичечĕн сăпки умĕнче тăнă.

М.Ф.Юрьев Кавал ялĕнче çуралса ỹснĕ. Пирвайхи чăваш драматургĕсенчен, режиссерĕсенчен пĕри. 1925 çулта унăн "Пулхăр патшалăхĕн юлашки кунĕсем" ятлă кĕнеки пичетленсе тухнă. Н.В.Никольский произведение пысăк хак парать.

Пĕлетпĕр ĕнтĕ: М.Ф.Юрьевăн "Пулхăр патшалăхĕн юлашки кунĕсем" пьесине критиклесе театр сцени çинче лартма юрăхсăр, сиенлĕ тенĕ.

М.Ф.Юрьев хĕснине тỹсеймесĕр литература ĕçĕнчен писнĕ. Пурпĕрех вăл çырнисем харама кайман. Н.В.Никольский "Истори синкерлĕхĕ тĕнчене тухни чăваш халăхĕшĕн халь ытла та питĕ вăхăтлă" тесе палăртни паян каланăнах туйăнать. Чăнлăх çиеле тухать-тухатех: Михаил Юрьевăн "Пулхăр патшалăхĕн юлашки кунĕсем" пьесине шкул программине кĕртрĕç, вăл пысăк сцена çине тухнине те курма ĕмĕтленетпĕр.

Çапла вара, Н.В.Никольскийăн корреспонденчĕсем хушшинче Вăрмарсем те йышлăн пулни курăнать. Тен, тĕпчевсене анлăлатсассăн, профессорăн ĕçĕсем пичетленсе вулакансем патне çитсессĕн, паллă ученăйпа Вăрмарсен çыхăнăвĕ тата уçăмлăраххăн курăнĕ.

В. ЦЫФАРКИН,
таврапĕлỹçĕ.


13 января 2006
00:00
Поделиться