Патшалăх пулăшăвĕ
о Наци программине - пурнăçа
Патшалăх пулăшăвĕ
Ял хуçалăх аталанăвне тĕрлĕ тапхăрта патшалăх енчен кирлĕ таран пулăшу пулманнине пула, ял хуçалăх предприятийĕсем, хресчен (фермер) хуçалăхĕсем, килти хушма хуçалăхсем малалла аталанасси самаях йывăрланчĕ. Ял хуçалăх аталанăвне асăннă йывăрлăхран кăларас шутпа Раççей Федерацийĕн Президенчĕ В.В.Путин агропромышленность комплексĕн отраслĕнчи наци проектне тăратрĕ. Çак наци проектне пурнăçа кĕртес тĕллевпе Чăваш Республикин ял хуçалăх министерстви "Чăваш ен - АПК аталанăвĕ" ятарлă программине хатĕрленĕ. Çак программа икĕ енлĕ тĕллевпе ĕçлет. Пĕрремĕшĕ - выльăх-чĕрлĕх отрасльне васкавлăн аталантарасси* иккĕмĕшĕ - агропромышленность комплексĕнчи хуçалăха тытса пымалли пĕчĕк формăсене аталантарса пырасси.
Опыт кăтартса панă тăрăх, юлашки вăхăтра килти хушма хуçалăх тытакансем, фермер (хресчен) хуçалăхĕсем, пĕрлешỹллĕ хуçалăхсемпе танлаштарсан, ял хуçалăх продукцие чылай нумайрах туса илеççĕ. Анчах ял çынни çав продукта хăйне кирлĕ пек вырнаçтараймасть, хресчен (фермер) хуçалăхĕсемпе килти хушма хуçалăх тавар инфраструктури, кредит ресурсĕсем çителĕксĕр. Наци программинче çаксене шута илнĕ. Килти хушма хуçалăха - 300 пин, хресчен (фермер) хуçалăхĕсене 3 миллион тенкĕ таран кредит уйăрма палăртнă. Выльăх апачĕ, удобрени, топливо, ял хуçалăх техники, строительство материалĕсем, çамрăк выльăх туянма хресчене икĕ çуллăх, кăткăс ял хуçалăх техники туянма, çурт-йĕр лартма пилĕк çуллăх кредит уйăраççĕ. Пĕтĕмĕшле илсен çак кредитсем хресченсемшĕн процентсăр пулаççĕ, мĕншĕн тесен процент ставкин 95 процентне федераци бюджечĕ, 5 процентне республика бюджечĕ субсидилеççĕ.
Харпăр хăй хуçалăхĕсене малалла туллин тата васкавлăн аталантарас тесе тăрăшакан хресченсен, фермер (хресчен) хуçалăхĕсен пуçлăхĕсен, мĕн чухлĕ кредит илме палăртнă шухăша район администрацийĕн ял хуçалăх управленине пĕлтермелле.
Кредитпа еплерех усă курмаллине тата ăна усă курма илес ĕçри кăткăслăхсем пирки çитес кунсенче район администрацийĕнче пулса иртекен семинар-канашлура сỹтсе яватпăр, ку ыйтусемпе интересленекенсем пурте хутшăнасса шанатпăр.