Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Поздравление администрации Урмарского района с Днем Российской печати и Днем чувашской печати

Хисеплĕ журналистсем, пичет ĕçĕпе çыхăннă çыннăмăрсем!

Вăрмар район администрацийĕ сире Раççей Пичечĕн кунĕ тата çывхарса килекен Чăваш пичечĕн кунĕ ячĕпе тулли кăмăлтан хĕрỹллĕн саламлать.

Эсир районăн пурнăçне, унăн çыннисен кулленхи ĕçĕ-хĕлне çутатса пысăк ĕç туса пыни куç умĕнчех. Эпир çакна лайăх пĕлсе тăратпăр: район аталанса пырасси, демократи вăй илесси, çавăн пекех экономика енчен промышленность, ял хуçалăхĕ ăнăçлă малалла аталанасси журналистсем мĕнле тăрăшнинчен, информаци хăватлăхĕнчен, ун пахалăхĕнчен нумай килет.

Эсир, пичет ĕçĕпе çыхăннă çыннăмăрсем, хăвăр тивĕçĕре малалла та ăнăçлă пурнăçласса, вулакан шухăш-кăмăлне шута илсе массăллă информаци хатĕрĕсем умĕнче тăракан ыйтусене анлăн çутатса пырасса шансах тăратпăр.

Сире çирĕп сывлăх, телей, ăнăçу сунатпăр.

Вăрмар район пуçлăхĕ                    В.Н. Кириллов



13 января 2006
00:00
Поделиться
;