Саккунпа тĕрĕслĕх хуралĕнче
о Январĕн 12-мĕшĕ - РФ Прокуратура ĕçченĕсен кунĕ
Саккунпа тĕрĕслĕх хуралĕнче
Кашни çулах январĕн 12-мĕшĕнче прокуратура ĕçченĕсем хăйсен профессиллĕ уявне паллă тăваççĕ.
Чăваш автономи облаçĕнче прокуратура органне йĕркелес ыйтăва 1921 çулхи декабрĕн 25 - 27-мĕшĕсенче юстици совечĕн ĕçченĕсен 1 съездĕнче пуçласа пăхса тухнă. Съезда пухăннисем саккунсене тĕрĕс пурнăçланине тĕрĕслесе тăрассипе прокуратура институчĕ кирлĕ пулнине палăртса хăварнă. Чăваш автономи облаçĕн пĕрремĕш прокурорĕ А.Лобов пулнă.
Пирĕн районта 1933 çулта район прокурорĕ - Кириллов, 1937-мĕшĕнче - Н.Ф.Савельев, 1939 çулта - Ларионов пулни çинчен даннăйсем упранса юлнă. 1947 çулта район прокуратурин штатĕнче 7 сотрудник вăй хунă, прокурор тивĕçĕсене И.Рыжков пурнăçланă. Малаллахи çулсенче прокуратура органне А.Лаврентьев (1949 - 1954 ç.ç.), А.Москалев (1954 - 1955 ç.ç.), Т.Ефимов (1955 - 1971), А.Ржин (1971 - 1975 ç.ç.), Г.Мемедейкин (1975 - 1985 ç.ç.), В.Михайлов (1985 - 1988 ç.ç.), А.Григорьев (1988 - 1992 ç.ç.), Л.Федоров (1992 - 1998 ç.ç.), О.Потемкин (1998 - 2002 ç.ç.), В.Васильев (2002 - 2002 ç.ç.) тата Е.Огородникова (2002 - 2004 ç.ç.) ертсе пынă.
Хальхи вăхăтра район прокуратуринче прокурор тивĕçĕсене 1 класлă юрист С.Павлов пурнăçласа пырать. Ăна Э.Казанков (2 класлă юрист) заместитель, Г.Демьянов помощник (юстицин кĕçĕн советникĕ), Ю.Никифоров следователь (2 класлă юрист) тата Р.Зайцева I категориллĕ специалист (3 класлă юрист) пулăшса пыраççĕ, район гражданĕсен прависемпе саккунлă интересĕсене хỹтĕлессишĕн çине тăраççĕ.
- Сергей Владимирович, районти прокуратура хăйĕн ĕç-хĕлне мĕнле саккунпа килĕшỹллĕн пурнăçласа пырать?
- Районти прокуратура РФ "Раççей Федерацийĕнчи прокуратура çинчен" федераллă саккунпа килĕшсе ĕçлет. Çак саккунăн 1 статйипе килĕшỹллĕн прокуратура РФ Конституцийĕ тата федераллă саккунсем мĕнле пурнăçланса пынине тимлесе тăрать, преступленисене уçса парассипе ĕçлет. Пытармалли çук, преступность республикăра кăна мар, районта та ỹснĕ.
- Преступленисене уçса панисĕр пуçне, прокуратурăн ытти тивĕçĕсене мĕн кĕрет?
- Пĕтĕмĕшле илсен, прокуратура пысăк пĕлтерĕшлĕ ĕç туса ирттерет. Районти предприятисемпе организацисем, должноçри çынсем саккунсене пурнăçласа пынине асăрхаса, район, ял администрацийĕсен (поселенисен) пуçлăхĕсем кăларакан йышăнусемпе хушусен саккунлăхне тĕрĕслесе тăрать тата ытти те.
- Ĕçлесе илнĕ ĕç укçине çынсене вăхăтра парассине тимлесси те прокуратура тивĕçĕ.
- Çапла, РФ Ĕçлев кодексĕпе килĕшỹллĕн çыннăн ĕç прависене хỹтĕлесси те - пирĕн пĕрремĕш тивĕç. 2005 çулхи декабрĕн 16-мĕшĕ тĕлнĕ ĕç укçине вăхăтра тỹлеменнипе районти предприятисем 575 пин тенкĕ парăма кĕнĕ. Çак шутран - 491 пин - Вăрмарти сĕт-çу завочĕ, 84 пин - Мичурин ячĕллĕ хуçалăх парăмра. Прокуратура ĕçченĕсем ĕç укçине вăхăтра тỹлесе тăрассине пăхсах тăраççĕ, информацие республика прокуратурине ярса параççĕ. Ĕç çыннисем умне парăма кĕнĕ предприятисен пуçлăхĕсемпе, тĕп бухгалтерĕсемпе тăтăшах тĕл пулса çирĕп мерăсем йышăнатпăр, кăткăс ситуацинчен тухма майсем шыратпăр.
Граждансен ĕç прависене хỹтĕлесси - Ĕçлев кодексĕн тĕп шăнăрĕ. Прокуратура работникĕсем ку енĕпе саккуна пăснă 867 тĕслĕх тупса палăртнă. Ку шутран: ĕç укçине вăхăтра тỹлеменнипе - 612, правăпа нормативлă акчĕсене пăсни - 12 тĕслĕх. Ĕç укçи енĕпе суда 575 шырав заявленийĕ, 13 представлени тăратнă, должноçри 9 çынна дисциплинарлă явап тыттарнă.
Прокуратура - халăх шанакан, унран хỹтлĕх кĕтекен çирĕп корпораци. Прокуратура органĕсенче паян хăйсен ĕçне парăннă, принциплă, хăйсене хĕрхенмен шанчăклă çынсем ĕçлеççĕ. Раççей Федерацийĕнче пурăнакан граждансен прависене хỹтĕлессипе, Раççей çĕр-шывĕнче федераллă саккунсене пăхăнса тăнине тĕрĕслессипе малашне те çирĕп ĕçлессе шанатпăр, ĕçре ăнăçусем сунатпăр. Тавтапуç калаçушăн.
В. ГУРЬЕВА калаçнă.