Çирĕп те сулмаклă утăмпа
о Санăн çыннусем, район
Çирĕп те сулмаклă утăмпа
Ялта пурăнакан çыннăн хĕвел анса ларсан та чылайччен ĕç вĕçленмест. Выльăх-чĕрлĕхĕ, чăххи-чĕппи, хур-кăвакалĕ, çуллахи вăхăтра пахчари çĕр ĕçĕ тата тем те пĕр... Кил хуçисем кăна мар, ачи-пăчисем те чупса ĕçлесе çỹреççĕ ялти ĕçе юратакан çемьере.
Çакăн пек çемьесенчен пĕри пулнă та ĕнтĕ Кивĕ Вĕренерти Тимофей Спиридоновичпа Елена Даниловна Спиридоновсем. Çемье пуçлăхĕ Тимофей Спиридонович Аслă Отечественнăй вăрçа хутшăнса киле инвалид пулса таврăннă. Ятарлă пĕлỹ пулман пулин те çĕр ĕçне, унпа еплерех усă курмаллине питĕ лайăх ăнланнă. Пỹрт тулли ачи-пăчи, вĕсене ĕçĕ хăнăхтармалла. Мăшăрĕпе иккĕшĕ ырми-канми тăрăшнă. Ачисем те ашшĕ-амăшĕн ятне яман. Ялта, районта, республикăра паллă та ятлă сумлă çынсем пулса тăнă. Халĕ сăмах çемьери 7-мĕш ачи çинчен - Вениамин Тимофеевич пирки пырĕ.
Ял çыннисем каланă тăрăх, Веня мĕн пĕчĕкренех ĕç çумне çыпăçнă: вăл вăхăтри ялти ытти ачасем пекех тырă та вырнă, çавапа утă та çулнă, çĕр те сухаланă, акнă та. 1957-1964 çулсенче Кавал шкулĕнче ăс пухнă. Шкулта лайăх вĕреннĕ. Каникулсенче урамра "çил хăваласа çỹремен", колхоз ĕçне хутшăннă. Аслă классене çитсен сеяльщикре, прицепщикре ĕçлеме шанаççĕ ăна. 11 класра Веняна 3 класлă тракторист-машинист квалификацине параççĕ.
Тĕрлĕ çулсенче Кивĕ Вĕренерте аслă пĕлỹллĕ М.Романов агроном вăй хунă. Каярахпа "За коммунизм" колхозра председатель те пулнă. Çавăн пекех М.Иванов та "Ленинский" колхозăн тĕп агрономĕнче ĕçленĕ пулнă. Шкул ачисемпе тĕрлĕ калаçусем ирттернĕ вĕсем. Ял хуçалăх культурисене тухăçлă çитĕнтерессин вăрттăнлăхĕсене, кăткăслăхĕсене вĕрентнĕ. Çапла вара ялти шкула вĕренсе пĕтернĕ çамрăк Вениамин пĕр иккĕленмесĕр Чăваш ял хуçалăх институчĕн агрономи факультетне вĕренме кĕрет. Кунта та вăл хăйне лайăх енчен кăна кăтартать. Студент вăхăтĕнче А.Кузнецов профессор ертсе пынипе çĕнĕ сортлă çĕр улмие çитĕнтерес енĕпе тĕрлĕрен сăнав ĕçĕсем ирттерет. Каярахпа, хамăр районти "Ленинский" хуçалăхра агрономра ĕçленĕ вăхăтра, институтра вĕреннине ĕçе кĕртсе 1969 çулта чи пысăк тухăçлă çĕр улми туса илет.
Ял хуçалăх институтĕнче ĕçлеме пуçласан çĕр улмине тĕрлĕ условисенче еплерех сортсем çитĕнтерме май килнине нумай тĕпчесе пĕлет вăл. Унтанпа 40 çул ытла çĕнĕ сортлă çĕрулми туса илессипе ĕçлет. Хăй вĕрентекен студентсене те ку ĕçе явăçтарать. Ахальтен мар ĕнтĕ Вениамин Тимофеевичпа студент вăхăтĕнче ăнăçлă ĕçленĕ ачасем каярахпа паллă агорономсем пулса тăнă, тухăçлă çĕр улми çитĕнтерсе чапа тухнă. Çĕр ĕç кафедрин доценчĕ Вениамин Тимофеевич 100 ытла наукăпа вĕрентỹ методикин кăтартăвĕсене пичетлесе кăларнă. Унăн ĕçĕ пархатарлă, мĕншĕн тесен вăл хăй мĕн пĕлнине ыттисене вĕрентме пултарать. Ял хуçалăх институтĕнче (академинче) ĕçленĕ хушăра 200 ытла дипломник хатĕрленĕ. Çав студентсенчен нумайăшĕ агрономсем, хуçалăх руководителĕсем, специалисчĕсем пулса вăй хураççĕ. Сăмах май каласан, çак йĕркесене çыракан автор та Вениамин Тимофеевич доцент патĕнче диплом çыракан студент пулнă. Тĕрлĕ çĕрте ĕçлеççĕ ял хуçалăх академине вĕренсе пĕтернĕ специалистсем. Хамăр районта та сахалах мар вĕсем. Акă, сăмахран: "Шигали" хуçалăх пуçлăхĕ А.Ульянов, "Тегешевский" хуçалăхран - Н.Иванов тата тĕрлĕ çĕрте - В.Максимов, Е.Спиридонов, Е.Петров, О.Михайлова, Л.Синичкина, Н.Васильев, Ю.Табаков, С.Табаков, В.Григорьев, С.Таратин, А.Таратин, И.Иванов тата ыттисем те - питĕ тимлĕ те тивĕçлипе ыйтакан, хăйĕн ĕçне чунтан парăннă В.Тимофеев ученăй пулăшнипе агрономи ĕçĕнче хăйсен пĕрремĕш утăмĕсене тунă. Хăшĕ-пĕрисем наука кандидачĕсем пулса тăнă. Унăн дипломникĕ Н.Кувшинов - халĕ профессор, ял хуçалăх академинче "Çĕр ресурсĕсене тытса пырас технологи" кафедрине ертсе пырать.
Вениамин Тимофеевич республикăри хуçалăхсемпе çыхăну тытсах тăрать. Кашни çулах унти специалистсемпе тата академи студенчĕсемпе çĕр улмин тата çурхи тулăн çĕнĕ сорчĕсене çитĕнтерессипе производство опычĕсем ирттерсе пурнăçра усă курассипе вăй хурать. Агропромышленность комплексĕнче ĕçлеме пысăк квалификациллĕ кадрсем хатĕрлессипе нумай тăрăшать. Çамрăк кадрсем яла юлса ял хуçалăх производствине çĕнĕрен аталантарса ярасса çирĕп шанать ялта çуралса ỹссе ĕçпе пиçĕхнĕ ученăй. Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕн доцентне, ял хуçалăх наукисен кандидатне Вениамин Тимофеевич Спиридонова Чăваш Республикин ял хуçалăх тата Раççей Федерацийĕн профессиллĕ вĕрентỹ министерствисен Хисеп грамотисемпе хаклă парнесем парса наградăланă. Вăл - Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ вĕрентỹ ĕçченĕ. Кĕскен каласан, колхозникрен пуçласа Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕн агрономи факультечĕн деканĕ таранах çитме пултарнă, ăна вăл 13 çул ăнăçлă ертсе пынă.
Хальхи вăхăтра çĕр ĕç кафедринче доцентра вăй хурать. Пурнăçри çитĕнỹ çемьери ăнăçлăхран нумай килет. Ку вара Спиридоновсен çителĕклех. Мăшăрĕ - Аэлита Николаевна тата вĕсен хĕрĕ Людмила Вениаминовна çак академирех агрономи факультетне вĕренсе пĕтернĕ. Çак специальноçпах ĕçленĕ. Мăшăрĕ халĕ тивĕçлĕ канура. Хĕрĕ Чăваш Енре ир çитĕнекен çĕр улмие ỹстерес ыйтупа тĕпчев ĕçĕсем ирттерет. Ашшĕ çулне малалла тăсать. Çĕр ĕçĕпе ĕçлесси Спиридоновсен ăруран-ăрăва куçса пырать.
Пирĕн районăн хисеплĕ те паллă çынни В.Спиридонов январь уйăхĕнче 60 çул тултарчĕ. Чаплă юбилее хăйĕн сулмаклă та çирĕп утăмĕсемпе пусса çитрĕ вăл. Малалла утма ырлăх-сывлăх сунмалли кăна юлать.