Европа чемпионкипе - тĕл пулу
о Спорт çăлтăрĕсем
Европа чемпионкипе - тĕл пулу
Çĕнĕ çул умĕн Европа чемпионкипе, Карăкçырмара çуралса ỹснĕ, Пысăк Енккассинчи вăтам шкулта вĕреннĕ Татьяна Петровăпа районти Культура çуртĕнче ирттернĕ тĕл пулăва спорта юратакансемпе шкул ачисем, физкультура учителĕсемпе тренерсем, район руководителĕсемпе Шупашкартан йышлăн килнĕ хăнасем хутшăнчĕç.
Аса илтерер. Иртнĕ çул Германири Эрфурт хулинче 23 çула çитмен çăмăл атлетсем хушшинче иртнĕ Европа чемпионатĕнче пирĕн ентеш пысăк çитĕнỹ тунă. Чăваш Республикин Физкультурăпа спорт тата туризм министерствин Олимп резервĕсен Шупашкарти ятарлă 3-мĕш шкулĕнче ăсталăха туптакан Татьяна Петрова старта икĕ хут тухса пьедестал çине икĕ хут улăхнă. Малтанхи хутĕнче 10 километрлă дистанцие ăнăçлă вĕçлесе Европа чемпионкин ятне тивĕçнĕ. Иккĕмĕш кунĕнче 5000 метра тупăшса иккĕмĕш пулнă - киле ылтăн тата кĕмĕл медальсемпе таврăннă тĕнче класлă спорт мастерĕ.
Пултаруллă спортсменкăна саламласа тĕл пулура нумай ăшă сăмахсем каларĕç.
ЧР Физкультурăпа спорт тата туризм министрĕн пĕрремĕш заместителĕ Ю.Николаев Т.Петрован пĕрремĕш тренерне, Пысăк Енккассинчи вăтам шкулти физкультура учительне Ю.Архипова министерствăн Тав çырăвне тата хаклă парне пачĕ. Райадминистраци ячĕпе вĕрентỹ пайĕн пуçлăхĕ Ю.Соколов Т.Петрован пултарулăхне палăртса тата малашлăхра татах та пысăкрах çитĕнỹ тума ăнăçлăхсем сунса, ăна район администрацийĕн Тав çырăвĕ парса хавхалантарчĕ.
Тĕл пулура çавăн пекех Шупашкартан килнĕ спорт шкулĕсен руководителĕсем, çăмăл атлетика енĕпе районта чи малтан СССР спорт мастерĕн нормине пурнăçланă З.Миролюбова тата ыттисем тухса калаçрĕç.
Вăрмарсен Шупашкарти ентешлĕхĕн вице-президенчĕ В.Нягин пултаруллă спортсменка çитĕнтернĕшĕн Татьянăн амăшне - Людмила Васильевнăна чечек çыххи парнелерĕ. Шупашкартан килнĕ çамрăк юрăçсем хăйсен пултару лăхĕпе савăнтарчĕç.
А. ХОВАНСКИЙ.