Малашлăха пăхса
о Вырăнти администрации
Малашлăха пăхса
Иртнĕ 2005 çулăн юлашки çур çулĕнче республикăра пысăк улшăнусем пулса иртрĕç. Пĕрремĕшĕ вăл - августăн 29-мĕшĕнче Чăваш Патшалăх Канашĕ РФ Президенчĕ В.Путин Чăваш Республикин Президенчĕ пулма тăратнă Н.Федоров кандидатурине пĕр шухăшлă пулса çак должноçра çирĕплетрĕ. Иккĕмĕшĕ - кашни ял, поселок, хула халăхĕ Раççей Федерацийĕн 131-мĕш саккунне пурнăçа кĕртсе октябрĕн 17-мĕшĕнче суйлава хутшăнса вырăнти хăй тытăмлăх органĕсене суйларĕ. Виççĕмĕшĕ - декабрĕн 28-мĕшĕнче ЧР Президенчĕ Н.Федоров Патшалăх Канашне Çырупа тухрĕ, 2006 çула "Ăс-хакăл çутлăхĕн çулталăкĕ" тесе палăртрĕ.
Çаксем пурте пурнăç çине çĕнĕлле пăхма, пуçланă ĕçсене вĕçне çитерме, çĕннисене палăртма хистеççĕ. Кивĕ Вăрмарсем ял пурнăçне йĕркелесе пыма вунă депутат суйларĕç. Çакна палăртма кăмăллă - виççĕшĕ вĕсенчен хĕрарăмсем. Чи аслă депутат 77 çула пуснă, çамрăкки вара - 27 çулта. Çийĕнчех вĕсем ĕçе кỹлĕнчĕç - кĕске вăхăтрах ялăн Уставне, бюджетне пăхса тухса йышăнчĕç. Кашни депутат хăйĕн умне пысăк тĕллевсем тăратрĕ.
Кăçал тумалли пысăк ĕçсенчен хăшĕ пĕрисем çаксем - ял варринчи пĕвене тĕпрен юсасси, Çĕнĕ урамри 54 киле икĕ çухрăм çурă электролини провочĕсем туртса çутă парасси, Ешкипе урамне шыв илсе çитересси. Куратпăр, тумалли нумай, анчах малашлăха пăхса ĕçлесен вĕсене пурне те пурнăçлама пулĕ.