Наука докторĕ
о В. Алентей ячĕллĕ конкурса
Наука докторĕ
Вăрмарти иккĕмĕш вăтам шкула 1981 çулта ылтăн медальпе пĕтерсен Игорь Мадянов Чăваш патшалăх университечĕн медицина факультетне ăнăçлă вĕренме кĕчĕ. 1987 çулта кунтан пур предметсемпе те "5" паллăпа вĕренсе тухса хĕрлĕ диплома тивĕçрĕ, унтан чăваш патшалăх университечĕн клиника ординатуринче ăшри чирсен кафедринче тата республика больницин эндокриминологи уйрăмĕнче ĕçлеме пуçларĕ. 18 çул тăрăшулăх кăтартать эндокриминолог. Вĕсенчен 1994 çултанпа çак уйрăма хăй ертсе пырать. Нумай улшăнусем пулса иртрĕç çак тапхăрта. Эндокриминологи уйрăмĕ çĕнĕлле ĕçлеме тытăнчĕ. Игорь Вячеславович тăрăшнипе ăна тĕпрен юсарĕç.
6 врач тата 11 медицина сестри пĕрле тухăçлă, ăнăçлă ĕçлет кунта. Коллективăн туслăхĕ, ăшă кăмăллăхĕ чирлисене хăвăртрах сывалма пулăшать.
Пĕр уйăхра 60-70, çулталăкĕпе 1000 яхăн чирлĕ çынна ура çине тăратаççĕ.
1989 çулта Игорь Вячеславович çемьеллĕ пулчĕ. Юратнă мăшăрĕ Татьяна Сергеевна республикăри эндокриминологи диспансерĕнче гинекологра ĕçлет.
Игорĕн ашшĕ - Вячеслав Алексеевич РСФСР тата Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ агрономĕ ятне тивĕçнĕскер, хăйĕн мĕн пур вăй-халне районта ял хуçалăхне çĕклес, аталантарас ĕçне панă. Мăшăрĕ - Зинаида Александровна педагогика ветеранĕ çĕршер вĕренекене аслă çул уçса панă. Иккĕшĕ те вĕсем сумлă та хисеплĕ, Вăрмар енче чи шутлă çынсем.
Виçĕ ача пăхса ỹстерсе пурнăç çулĕ çине тăратнă ашшĕпе-амăшĕ, виççĕшĕ те аслă шкул пĕтернĕ. Людмила Вячеславовна - Вăрмарти тĕп больницăра, Ираида Вячеславовна - Екатеринбургра врачсем пулса ĕçлеççĕ. Игорь Вячеславовичпа пĕрле пĕр çемьерех виçĕ пултаруллă врач пулни пурне те савăнтарать.
1991 çулта Игорь Вячеславовичăн пурнăçĕнче асра юлмалли пысăк çитĕнỹ пулчĕ. Самара хулинче "Связь уринеми и с клинико-метоболическими особенностями сахарного диабета стадиях его развития" темăпа вăл медицина наукисен кандидачĕн хисеплĕ ятне хỹтĕлерĕ. Çак хисеплĕ ятпах чарăнса тăмарĕ пысăк тавракурăмлă, ăс-тăнлă эндокриминолог, малаллах талпăнчĕ.
1999 çулта вăл Мускаври медицина академийĕнче "Особенности пуринового обмена при сахарном диабете" темăпа çырнă хăйĕн тĕпчевлĕ ĕçне ученăй-профессорсем умĕнче чыслăн хỹтĕлерĕ, медицина наукисен докторĕн хисеплĕ ятне тивĕçлĕ пулчĕ.
Талантлă çамрăк доктор Украина, Туркмени, Итали çĕр-шывĕсенчи, Мускав, Санк-Петербург, Чулхула, Самара, Хусан, Киев, Новосибирск тата ытти хуласенчи ученăйсем умĕнче пĕрре кăна мар хăйĕн ĕçĕсемпе, опычĕпе, наука тĕпчевĕсемпе тĕплĕн паллаштарнă.
Игорь Вячеславович Раççейри сывлăха сыхлас ĕçĕн отличникĕн, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ врачĕн хисеплĕ ячĕсене ахаль мар тивĕçнĕ. Хисеп грамотисемпе Дипломсене, ытти нумай наградисене шутласа та пĕтереймĕн.
- Хальхи вăхăтра студентсене вĕрентетĕр-и? - тесе ыйтсан, -"Вĕсене хам вĕрентсе кăларнă опытлă врачсем ăс параççĕ, эпĕ вара врачсене хăйсене вĕрентетĕп", - тесе хуравларĕ.
Игорь Вячеславович доктор халĕ хăй диссертаци çыракансене хатĕрлет, 26-шне вара хатĕрленĕ те. Доктор нумай хаçат-журнал вулать, çĕннине тĕпчет.
Игорь Мадянов хăй патĕнче сипленекенсен умĕнче пысăк авторитетлă, сумлă çын. Кашниех чунтан ăшшăн тав тăвать ăна. Игорь Вячеславович хăй ывăннине пĕрре те кăтартмасть.