Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Пĕр-пĕрне шанса ĕçлер

о Ял хуçалăх çыравĕ

Пĕр-пĕрне шанса ĕçлер

Пурте пĕлеççĕ ĕнтĕ, кĕçех ял хуçалăх перепиçĕ пуçланать. Çак мероприятие хатĕрленес тапхăр 2005 çул вĕçĕнчех пуçланнăччĕ. Ăна йĕркелесе ирттерсе яма ятарлă йышăну та кăларнă. Ял хуçалăх таварне туса кăларакансем валли 4 тĕрлĕ перепись хучĕ хатĕрленĕ. Бланкра ял хуçалăх организацийĕ, фермер хуçалăхĕ тата харпăр хăй хуçалăхĕ валли пĕр пекрех ыйтусем. Хуçалăхăн пĕтĕмĕшле характеристики, ĕç ресурсĕ, çĕр калăпăшĕ тата унпа усă куракан форма, ял хуçалăх культури, выльăх йышĕ, техника хатĕрĕсем, производство пỹлĕмĕсем тата ытти те. Перепись хучĕсенче ял хуçалăх организацийĕсем валли акционерсем хушшинче устав капиталне пĕр-пĕрин хушшинче мĕнле пайлани çинчен калакан ыйту та пур. Хуçалăх пуçлăхĕн, фермерăн кооператив мĕнле аталанни, ял хуçалăх потребительсен кооперативĕсене тата тĕрлĕ агропромышленность пĕрлĕхĕсене хутшăнни, продукцие мĕнле шайра туса илнине кăтартма тивет. Хушма хуçалăх хуçин мĕнле çăмăллăхсемпе ĕçлени çинчен те пĕлтерме лекет. Сад ăстисемпе пахчаçăсем валли те ыйтусем пур. Граждансен тупăшĕ çинчен калакан ыйту бланкра çук. Çапла вара унти кăтартусем налук декларацине кĕресси пирки шикленме кирлĕ мар. Перепись хучĕсенчи сведенисем вăрттăнлăхра юлаççĕ. Унти сведенисемпе информаци ресурсĕсене йĕркеленĕ çĕрте çеç усă кураççĕ. Перепись тĕллевĕ налук тытăмне улăштарасси мар. Пĕр енчен ăна саккунпа килĕшỹллĕн тума та çук. Мĕншĕн тесен уйрăм персонал пирки сведение налук е шалти ĕçсен органĕсене пама юрамасть. Пĕтĕм анкета - ятсăр. Унта ята, ашшĕ ятне, хушамата кăтартмаççĕ. Перепись хутĕнчи сведенисем ял пурнăçне лайăхлатма пулăшмалла. Çавăнпа та переписчиксене шанмасан çак пĕлтерĕшлĕ ĕçе ирттерме май та пулмĕ.

Е. ТЕРЕНТЬЕВА,
районта çырав ирттерес енĕпе
ĕçлекен уполномоченнăй.



18 января 2006
00:00
Поделиться