Çуралаççĕ, пĕрлешеççĕĕ, уйрăлаççĕ...
о Демографи
Çуралаççĕ, пĕрлешеççĕĕ, уйрăлаççĕ...
250 ача кун çути курнă 2005 çулта Вăрмар районĕнче. Вĕсенчен - 135 ывăл, 115 хĕр ача. Ашшĕ-амăшĕсенчен ытларахăшĕ ывăл ачасене Никита, Павел, Кирилл, хĕр ачасене вара Дарья, Кристина, Анастасия ятсем пама кăмăл тунă. Çакна палăртма кăсăклă - 2003 çула ЧР Президенчĕ Н.Федоров "Çемье çулталăкĕ" тесе палăртнăччĕ. Усси куç кĕрет - çакăн хыççăн 2004 çулта районта 287 ача çуралнă. "Çамрăксен çулталăкĕ" вара шанăçа тỹрре кăлараймарĕ, 2005 çулта çуралакансен йышĕ, ун умĕнхи çулпа танлаштарсан, каларăмăр ĕнтĕ, сахалрах пулчĕ.
Нихăш çул та, шел пулин те, вилĕмсĕр килмест. 2005 çулта районĕпе 545 çын, вĕсенчен 284 арçын, 261 хĕрарăм пурнăçран уйрăлнă. Иртнĕ çулах 140 çемье чăмăртаннă. Вĕсенчен пĕрремĕш хут мăшăрланакан арçынсем - 128, хĕрарăмсем - 129. Ытларах 18-24 çулхи çамрăксем пĕрлешеççĕ. Çемье чăмăртаннипе пĕрлех уйрăлакансем те пур. Иртнĕ çул, ун умĕнхипе танлаштарсан, çакăнпа савăнтарать: енчен те 2004 çулта 76 çемье саланнă пулсан, пĕлтĕр - 63. Уйрăласса ытларах суд решенийĕпе уйрăлаççĕ (60 çемье).
Çакна та палăртмалла - уйрăлма 25-39 çулхисем "юратаççĕ".