Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

4 куна тăсăлнă юмах

о Çĕнĕ çул

4 куна тăсăлнă юмах

Мускав Кремлĕнче иртнĕ елка маншăн кăçал чи пысăк парне пулчĕ. Хамăр районтан иккĕн пулма тивĕç пултăмăр эпир унта - эпĕ тата Вăрмарти пĕрремĕш вăтам шкулта 6 "в" класра вĕренекен Г.Алжиров. Шупашкар хулинчен вара пĕтĕмпе 40 вĕренекен çула тухрăмăр. Акă - Кремль. Пилĕк пин ачаран тăракан колонна (çĕр-шывăн пур кĕтесĕсенчен çавăн чухлĕн пуçтарăннă) васкамасăр Кремль концерт залне кĕрет. Кунта вара тĕлĕнтермĕш тĕнчине лекнĕ пекех туятăн хăвна - Хĕл Мучипе Юр пике, клоунсем, тĕрлĕ юмахри сăнарсем, хитререн те хитре декорацисем, улшăнса ылмашăнса пыракан ятарлă сцена эффекчĕсем, Çĕнĕ çул парни - пурте яланлăхах асра юлчĕ. Хулари паллă вырăнсем тăрăх ирттернĕ экскурсисене тата епле манăн? Тĕп хуламăрта ирттернĕ тăватă кун маншăн юмах тĕнчинче пулнă пекех туйăнчĕ.

Ю. КОНСТАНТИНОВА,
Вăрмарти пĕрремĕш вăтам шкулти 10 "в"
класра вĕренекен.


21 января 2006
00:00
Поделиться