Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Министерство кунĕ

Министерство кунĕ

Районта Чăваш Республикин Вĕрентỹпе çамрăксен политикин министерствин кунĕ иртрĕ. Ĕçлĕ тĕл пулăва Вĕрентỹ министрĕ Г.Чернова, Президент Администрацийĕн организациллĕ ĕçсен пайĕн пуçлăхĕ А.Краснов, ЧР Вĕрентỹпе çамрăксен политикин министерствин, ЧР вĕрентỹ институчĕн тата ытти ведомствăсен специалисчĕсем килсе çитнĕ.

Ĕçлĕ тĕл пулу вĕрентỹ министрĕ Г.Чернова район администрацийĕн пуçлăхĕпе В.Кирилловпа курнăçнинчен пуçланчĕ. Унтан Г.Чернова министр, райадминистраци пуçлăхĕн заместителĕ, вĕрентỹ пайĕн начальникĕ Ю.Соколов Вăрмарти Г.Е.Егоров ячĕллĕ 1-мĕш вăтам шкула çитсе курчĕç. Çанталăк сивĕтнĕ май, ачасемпе тĕл пуласси пулмарĕ. Министр вĕрентекенсемпе ĕçлĕ те витĕмлĕ калаçу ирттерчĕ. Шкулта пулнă май, министр чи малтанах чăваш чĕлхин кабинетне кĕрсе В.Антонова вĕрентекенпе курнăçса тăван чĕлхене вĕрентессине уйрăмах пысăк тимлĕх уйăрма, культурăпа йăла-йĕркесене анлăрах тытса пыма сĕнчĕ. Çавăн пекех çĕвĕ ĕçĕн, тимĕрпе, йывăçпа ĕçлекен мастерскойсенче, спорт залĕнче, информаци технологийĕн, ют чĕлхе кабинечĕсенче, библиотекăра пулса курчĕ, шкулăн пурлăх никĕсĕпе интересленчĕ. Вĕрентекенсемпе шкулти акт залĕнче чи малтанах ЧР Президенчĕ Н.Федоров Патшалăх Канашне янă "Çĕнĕлле шухăшламалла, пултаруллă ĕçлемелле" Çырупа, республика ертỹçин "Ăс-хакăл çутлăхĕн çулталăкĕ" Указпа паллаштарчĕ, çитес çулсенче вĕрентỹ учрежденийĕсен мĕн пур сыпăкне пĕрлештерекен пĕтĕм тĕнчери электронлă вĕрентỹ ресурсĕсемпе ирĕклĕн усă курма пултарассине пĕлтерчĕ, çавăнпа та мĕн пур вĕрентекенсене, информаци технологийĕсене алла илмелли, пурнăçпа тан пымалли çинчен каларĕ.

Унтан ĕçлĕ ушкăн Мăнçырмари шкулта пулса курчĕ, ку ресурс центрне аталантарма укçа уйăрса панă май, унпа тухăçлă усă курмаллине палăртса хăварчĕ.

А.Краснов Чупай, Чулкас, Аслă Чак, Энтрияль ял тăрăхĕсенче пулса вĕсен ĕçĕ-хĕлĕпе паллашнă.

Юлашкинчен министерство кунĕн итогĕсене райадминистрацинче пĕтĕмлетрĕç.

В. ГУРЬЕВА.



21 января 2006
00:00
Поделиться