Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Президент стипендиачĕ

о Наци программине - пурнăçа

Президент стипендиачĕ

Манăн сăмахăм Арапуç ялĕнче çуралса ỹснĕ пултаруллă çĕр ĕçченĕ - Евгений Николаевич Петров пирки пырĕ. Çак çăмăл мар, çав вăхăтрах пархатарлă профессие вăл мĕн ачаран кăмăлланă. Ашшĕ ĕмĕр тăршшĕпе, мĕн пенсие кайичченех хуçалăхра вăй хунăскер, хăйĕн тĕпренчĕкне те çĕр ĕçне хăнăхтарнă.

Ялти вăтам шкул пĕтерсен Евгений пĕр тăхтаса тăмасăрах Шупашкарти ял хуçалăх академин агрономи факультетне вĕренме кĕрет. Унта пĕлỹ пухса алла диплом илсен вара тăван киле таврăнать. Хăй 5 гектар çĕр арендăна илсе ун çинче тухăçлă çĕр улми çитĕнтерме тытăнать.

Кашни çул МТЗ-80 тракторпа вăл çак культурăна хăйех лартать, чĕрет, колорадо нăррисене пĕтерме им-çам сапать тата урăх ĕçсене те тăвать. Çав вăхăтрах ытти çынсене те пулăшать. "Ĕççи вăхăтĕнче ирхи шуçăмпа уя тухса каять те, мĕн çĕрлеччен вăй хурать", - тет ун пирки мăшăрĕ Алена Валерьевна. Вăл вара районти пĕрремĕш номерлĕ суд участокĕн пĕрремĕш категориллĕ специалисчĕ. Çĕр ĕçне чунтан парăнса вăй хунăшăн, пахалăхлă çĕр улми çитĕнтернĕшĕн пултаруллă Е.Петров çамрăк 2005 çулта ЧР Президенчĕн Н.Федоровăн стипендине тивĕçнĕ. Сăмах май каласан, Евгений Николаевичпа пĕрле мăшăрĕ те çĕр улми кăларнă çĕрте тăрăшать. Унсăр пуçне вĕсене тăван-пĕлĕшĕсем те пуçтарма пулăшаççĕ. Çапла туслă пурăнать çамрăк çемье. Вĕсен пĕр ывăл - Кирилл çитĕнет. Вăл та ỹссен ашшĕ пекех çĕр ĕçченĕ пуласса шанатăп. Апла пулсан çăмăл мар ĕçĕнче вĕсене ăнăçу сунар.

З. ПАВЛОВА.



21 января 2006
00:00
Поделиться