Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Савăнăç куççулĕ

о Наци проектне - пурнăçа

Савăнăç куççулĕ

РФ Патшалăх Канашĕн ларăвĕнче 2006 çулта 4 наци проектне: "Хальхи вăхăтри сывлăх сыхлавĕ", "Пахалăхлă вĕрентỹ", "Тивĕçлĕ пурăнмалли çурт-йĕр", "Тухăçлă ял хуçалăхĕ" пурнăçа кĕртессине палăртнă.

Пысăк пĕлтерĕшлĕ наци проекчĕсемпе палăртнă нумай мероприяти пирĕн республикăра, çавăн пекех районта та темиçе çул пурнăçланать ĕнтĕ.

Вĕсенчен чи курăмли - "Тивĕçлĕ пурăнмалли çурт-йĕр" проект. Пахалăхлă, хăтлă çурт-йĕр тăвассипе "Урмарская" коллективлă строительство организацийĕ ăнăçлă ĕçлет. Ахальтен мар ĕнтĕ ЧР Президенчĕ Н.Федоров унчченхи çулсенче ĕçлĕ визитпа пирĕн районта пулнă май çак организаци хăпартнă çурт-йĕрсене "Европа шайĕнче" тесе хакланăччĕ.

Иртнĕ çула строительсем лайăх кăтартусемпе вĕçленĕ. Генподрядпа 17 миллион тенкĕлĕх строительство ĕçĕсем пурнăçланă.

Хальхи вăхăтра никĕсрен пуçласа хваттер уççи таран ĕçлекен организацисем йышлах мар. Коллективлă строительство организацийĕ тăвакан хваттерсене вара - кĕр те пурăн. Ăна вара хам куçпа курса ĕнентĕм. К.Иванов урамĕнчи 28 хваттерлĕ çурт та хута кайрĕ. Халĕ акă хăтлă та ăшă хваттерсенче çынсем пурăнма та пуçланă. Валентин Васильевичпа Ольга Андреевна Волковсен хваттерĕнче пулма тỹр килчĕ. Вĕсем пĕр пỹлĕмлĕ хваттерте иккĕшĕ пурăнаççĕ. Иккĕшĕн те кун-çулĕсем тумхахлă пулнă. В.Волковсен 5 ача пулнă, анчах тăваттăшĕ чирлесе вилнĕ. Валентин Васильевича Венгрире пулнă пăлхавсене те хутшăнма тивнĕ. Мăшăрĕпе иккĕшĕн те ашшĕсем Аслă Отечественнăй вăрçă хирĕнче пуçĕсене хунă. Иртнĕ çулсенче тата тепĕр пысăк хуйхă тỹсме тиврĕ вĕсен. Тупахри çурчĕ, хуралтисемпе пĕрле пĕтĕмпех çунса кĕленнĕ. Çапла ватăсем урамра тăрса юлнă. ЧР Президенчĕ Н.Федоров вĕсен ыйтăвне тивĕçтерсе пĕр пỹлĕмлĕ хваттер памалла тунă. Эпир калаçнă вăхăтра та Ольга Андреевнăн куçĕсенчен савăнăç куççулĕ юхса анчĕ.

З. ПАВЛОВА.



21 января 2006
00:00
Поделиться